Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сутăттăмччĕ, хакĕ майлах мар…»

04 июля 2015 г.

Çу кунĕсем - канăçсăр. Мĕнле кăна ĕлкĕрет-ши ял çынни? Пахчара та ĕçлемелле, выльăх апачĕ те хатĕрлемелле, çурт-хуралта та юсамалла, хур-кăвакал та пăхмалла...Çак ĕçсемшĕн ăна никам та пĕр пус укçа тỹлемест. Укçа кĕмелли пĕртен-пĕр çăлкуç - тар тăкса туса илнĕ ялхуçалăх продукцине тупăшлă вырнаçтарни. Ял çынни ĕне усраса предпринимателе сĕт сутать, уйăхне икĕ хутчен алла «чĕрĕ укçа» тытать. Мĕн хакпа туянаççĕ-ха паян сĕте? Çакна пĕлес тесе районти кашни ялах шăнкăравласа тухрăм. Пур çĕрте те: «12 тенкĕпе», - тесе хуравларĕç. Çулталăк каялла та çав хакчĕ. Унтанпа сĕтпе сĕтрен хатĕрленĕ продуктсен лавккасенчи хакĕ чылай ỹсрĕ пулин те, сутăн илмелли хака пысăклатмарĕç. Çулталăк хушшинче электроэнерги, газ, тырă хакĕсем те самаях хăпарчĕç. Сĕтĕн сутлăх хакĕ те ỹсмелле пек ĕнтĕ. Анчах вăл чаксах пырать. Предпринимательсем пасар экономикин саккунне пăхăнманни ял çыннисене хытă пăшăрхантарать. Сĕт пуçтаракансен килти хуçалăхсемпе килĕшỹ йĕркелемелли, сĕтшĕн çу кăтартăвне кура тỹлемелли çинчен нумай калаçатпăр. Анчах чылай предприниматель килĕшỹ çирĕплетме васкамасть. Хăшпĕр хуçалăхсем сутакан сĕтри çу хисепĕ 4-4,5 процентпа та танлашать пулсан, теприсен - 2-2,5 процентран та иртмест. Мĕншĕн пурне те пĕр пек тỹлемелле-ха? Çăра сĕтшĕн - ытларах, шĕвĕреххишĕн (тен, шыв хушнă?) сахалтарах тỹлесен çирĕп йĕрке пулĕччĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Михаил Игнатьев сĕт пахалăхне пăхса (продукци пуçтараканпа çирĕплетнĕ договора тĕпе хурса) тỹлеме хушнине мĕншĕн пурнăçламастпăр-ха? Çак ыйту çине районти тивĕçлĕ органсем хурав парасса кĕтетпĕр. «Сутăттăмччĕ, хакĕ майлах мар», - терĕ мана Кивĕ Шăмăршăра пурăнакан юлташăм, картиш тулли выльăх усраканскер. Сĕтĕн сутăн илмелли хакне ỹстерсен, ăна сутакансем те нумайланĕччĕç, патшалăха та усă пулĕччĕ. Ялта ĕне усракансен йышĕ те ỹссех пырĕччĕ. 

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика