Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçекен çын - халăхшăн усăсăр…

04 июля 2015 г.

РСФСР сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ С.В.Кудряшов вăтăр çул ытла Пăчăрлă Пашьел тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансен сывлăхĕшĕн тăрăшнă. Халĕ - тивĕçлĕ канура. Эпир Сергей Васильевичпа эрех-сăра сиенĕ, çак усал йăлапа çыхланасран çамрăк ăрăва сыхласа хăварасси çинчен калаçрăмăр.

- Сергей Васильевич, паянхи çамрăксен кун-çулĕ, унăн малашлăхĕ пирки кăштах калаçар-ха...

- Тархасшăн. Мана, паллă ĕнтĕ, çын сывлăхĕ, унăн çирĕплĕхĕ тата вăл пурнăçа еплерех хаклани ытларах кăсăклантарать. Анчах ку енĕпе тумалли, хамăр тĕллĕн çĕнелмелли нумай-ха. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче «рынок пурне те йĕркелет» тени çỹлтен килекен хушу вырăнĕнчех пулчĕ. Çавăнпах чылайăшĕ атте-анне, асатте-асанне ĕмĕртен тытса пынă ырă енсене (туслă та урă пурнăç, пĕр-пĕрне хисеплесси тата ытти) урăхларах, çăмăлттайрах хаклама пуçларĕ. Чăвашсен хушшинче те ламран лама çирĕпленсе пынă сăпайлăх чакни палăрать. Ирĕклĕх, уççăнлăх тесе пĕр-пĕринчен вăтанма пăрахрăмăр пулас. Чылайăшĕ çакăнпа усă курса ĕçкĕ енне сулăнни те обществăна калама çук пысăк сиен кỹрет. Тапхăр-тапхăрăн вăйланакан, анчах калаçуран нумай мала кайман алкоголизма хирĕçле «кĕрешĕвĕн» усси çук тесен те йăнăш пулмĕ.

- Çакна мĕнпе çирĕплететĕр-ха, Сергей Васильевич?

- Чи малтанах ĕçри практика тăрăх. Паян чылай çамрăкăн сыв- лăхĕ, унчченхи тапхăрпа танлаштарсан, самай хавшакрах. Каччăсен хушшинче салтака юрăхлисем сахалланса пыраççĕ. Нерв тытăмĕ, ăс-тăн енчен «çемçереххисем» йышланчĕç. Пуç мими, ăс-тăн сасартăк мар, хуллен арканса пыраççĕ. Чирлекен çакна майĕпенех хăнăхни чăрмав кỹрет. Паллă физиолог И.П.Павлов: «Пуç мими вăл - организмăн пĕтĕм ĕçĕн аслă пуçлăхĕ, унăн тĕп дирижерĕ», - тенине яланах асра тытасчĕ те.

- Маларах ĕçке хирĕçле ĕç витĕмсĕр пулнине палăртрăр...

 - Çапла. Саккунĕсем тухаççĕ-ха. Штрафĕсем те калама çук пысăк. Анчах... Эрех шыв пекех юхать. Урă пурнăç йĕрки çинчен çивĕч калаçусем иртмеççĕ. Çук-пуршăнах мăкариç тăвасси, тĕлпулусене черккерен пуçласси йăларан тухмасть. Ĕçке ернисене вăйпа сиплессине пăрахăçлани те (ĕлĕкрех ятарлă ун пек учрежденисем пурччĕ) вырăнсăр пулчĕ пек. Çын хăйне хăй хуçа тетпĕр те...куç умĕнчех Турă паман чирпе чирленине е çавна пулах вилсе выртнине сăнаса тăратпăр. Пĕтĕм сăлтавĕ - калаçнинчен чăн-чăн кĕрешỹ çулĕ çине тухма чăтăмлăх çитерейменни. Чăн та, хăшпĕр регионта, тĕслĕхрен, кỹршĕри Тутарстанрах урăлтаркăч уйрăмĕсене çĕнĕрен уçас енĕпе ĕçлеççĕ. Эпĕ çак утăма ырлатăп. Мĕншĕн тесен хĕллехи шартлама сивĕре е япăх ытти çанталăкра ỹсĕрсем вилнĕ тĕслĕх чылай. Вун-вун çын пурнăçне çăлма пулĕччĕ. Алкоголизмран ирĕксĕрлесе сиплесси патне таврăнсан та сиенĕ пулас çук пек туйăнать. Пĕр сăмахпа: паян наци чирĕ пулса тăнă ĕçке хирĕç кĕрешмелли кирек мĕнле меслет те ытлашши мар. Тата руль умĕнчи ỹсĕрсем хăйсене те, халăха та каçармалла мар инкек кỹнине илес-тĕк. Тĕпчевсем çирĕплетнĕ тăрăх - хăватлине пĕр черкке ĕçни те руль умĕнчи çыннăн ĕçлес пултарулăхне 10-15 процент, алă вăйне 60-70 процент таранах чакарать. Хальхи автомашинăсем нихçанхинчен те хăватлă. Апла пулсан та вĕçкĕн водительсем, уйрăмах çамрăксем, ял урамĕсенче çиçĕмле хăвăртлăхпа çỹреççĕ, руле хăрах алăпа тытса, кĕсье телефонĕпе калаçса пыраççĕ. Инкек çулĕ вĕт ку. Хăшĕ-пĕрин ĕç практики сахал е тĕплĕ вĕренмен, е пачах та вĕренмесĕр, укçалла права илнĕ пулсан тата?! Водителĕн е ытти çыннăн çăварне суя эрехпе алă çумалли, техникăра е йăлари япаласене тасатмалли «эмел» лекнĕ пулсан вара...Шăпах çавсене малтан ăс-тăнпа нерв чир-чĕрĕ тата вăхăтсăр вилĕм парăнтарать те. Тухтăрсем хăшне-пĕрне тамăк алăкĕ умĕнченех туртса илме, леш тĕнчене каяссинчен пăрса хăварма ĕлкĕреççĕ е вăй çитереççĕ-ха та, анчах ĕçке хирĕç кĕрешĕве пĕрлехи вăйпа тухмасан çăлăнăç кĕтмелли çук!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика