Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр çемьерен - икĕ майор

04 июля 2015 г.

Пуçа юрăри сăмахсем канăç памаççĕ... «Смерть не хочет щадить красоты, ни веселых, ни злых, ни крылатых»... Çар çынни пулнă май, йăрăс пỹллĕ, тăн-тăн хул-çурăмлăччĕ вăл, мăшăрĕпе урампа иртнĕ чух çĕр чĕтреннĕн туйăнатчĕ, пăхса тăракансем куç илмесĕр киленсе юлатчĕç, уявра - хăнара артист пек ташлани, юрлани халĕ те куç умĕнче. Çук ĕнтĕ вăл халĕ пирĕнпе пĕрле... Манăн кỹршĕм, Геннадий Николаевич Герасимов, 1958 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче çутă тĕнчене килнĕ. Виçпỹрт Шăмăршăри сакăр çул вĕренмелли шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, юлташĕсемпе Вăрнарти совхоз-техникумра ăс пухнă. Ун хыççăн Çурçĕрти Мирный хулинче хĕсметре тăнă, унтах юлнă, прапорщик пулса службăна тăснă. Кайран майор званийĕпе отставкăна тухнă, çемйипе тăван тăрăха таврăннă. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă Геннадий Николаевич: управляющи, гендиректор, предприниматель. Ашшĕ-амăшĕн çуртне çĕнетнĕ, тулли пурнăçпа пурăннă. Герасимов майор Перьмри командирсем хатĕрлекен аслă çар училищинчен вĕренсе тухнă. Унăн службăри ĕçĕсене патшалăх «За службу Родине», «70 лет Вооруженным Силам РФ» медальсемпе, Грамотăсемпе хакланă. Анчах Турă çырнинчен иртме çук пуль çав, йывăр чире пула тăванăмăр кăçал ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Пĕр майор анчах ỹстерсе çитĕнтермен Куля тетепе Зоя инке. Вĕсен тепĕр ывăлĕ - Владимир та хăйĕн пурнăçне Тăван çĕршыва хỹтĕлессипе çыхăнтарнă. Вăл, 1963 çулта çуралнăскер, ялти шкултан вĕренсе тухсан, Горький облаçĕнче юханшыв училищинче вĕреннĕ. Кайран сверхсрочнăй службăра Архангельск облаçĕнчи «Плесецк» космодромра тăнă. Çав вăхăтра çар командованийĕн инженерĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕреннĕ. 2006 çулта Герасимов майор званийĕпе отставкăна тухнă, хăйĕн çемйипе Краснодар хулинче пурăнать. Наградăсем те илемлетеççĕ унăн кăкăрне: РФ Оборона министрĕн Тав çырăвĕ, «За службу Родине», «70 лет Вооруженным Силам РФ» медальсем. ...Тетĕшне юлашки çула ăсатма тăванĕсем анчах мар, пĕрле службăра тăнă юлташĕсем, пĕлĕшĕсем, пĕтĕм ял çынни пуçтарăнчĕ.

Г.МУРЗИНА, 

Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика