Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăравлă пĕкĕпе, илемлетнĕ çунапа

05 марта 2013 г.

АКАТУЙ илемĕ шăхлич сасси пулсан, хĕле ăсатмалли уяв илемĕ вара – капăрлатса илемлетнĕ çунасене кÿлнĕ лашасем тата пĕкĕсем çинчи йĕс шăнкăравсем. Вĕсен сасси чăннипех çывхарса килекен çуркунне кĕввипе пĕрлешет тейĕн - шăнкăр! шăнкăр! шăнкăртатса инçете саланать.

Кăçал та хăш-пĕр хуçалăхсем хĕле савăнăçлă лару-тăрура ăсатма, уява килнисене катаччи чуптарма лашасемпе, илемлĕ çунасемпе килесси пирки пĕлтерчĕç те ĕнтĕ. Васантан кăна пилĕк лавпа килесшĕн. "Исток", "Агросервис" тата "Шанс" обществăсенче те хĕрсех уява хатĕрленеççĕ. Килти хушма хуçалăхсенче лаша тытакансене те хĕле ăсатма хапăлласах чĕнетпĕр. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем, ыттисене хавхалантару призĕсем кĕтеççĕ.

Уява хутшăнакан лавсем кăçал пĕлтĕрхинчен кая мар пулмалла. Лашасем çынсене Шăмăршăри тĕп урамра – Космовский урамĕнче катаччи чуптарĕç.

Çакна та аса илтерес килет: кăçал уява виçĕ лашапа (тройка) килекен ятарлă парнене тивĕçĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика