Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асаннесен сĕнĕвĕсем

05 марта 2013 г.

СЫПĂСЕМ ыратсан 1 апат кашăкĕ шалча пăрçине (фасоль) çатма çине хурса хăмăрланичченех ăшаламалла. Унтан кофе арманĕпе çăнăх пуличчен авăртмалла. 1 апат кашăкĕ çăнăха 1 стакан сивĕ шыва ярса пăтратмалла та вĕретсе илмелле, сивĕтмелле. Кунне 2 хут апат хыççăн ĕçмелле. Сиплев – 1 уйăх. Пĕр эрнерен каллех ĕçмелле. 3-4 курс ирттермелле.

Сыпă çыххине туртăнтарсан пĕр виçепе илнĕ тăварпа çăнăха хутăштармалла, кăштах шыв хушса чуста çăрмалла, кăлпасси пек пуличчен йăваламалла. Ыратакан вырăна çак кăлпассипе çавăрса чĕркемелле, компресс хучĕпе витмелле, ăшă шарфпа çыхмалла.

Чĕр куççи ыратсан 1-ер чей кашăкĕ тăвара, апат содине, пыла, 7 тумлам йода хутăштармалла. Унтан вĕри шывра йĕпетнĕ ал шăлли хурса çемçетнĕ чĕр куççи çине хурса çăм тутăрпа чĕркемелле. 15-20 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла, типĕтмелле, ăшă япалапа чĕркемелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика