05 марта 2013 г.
ЧĔКЕÇ шатринчен яланлăхах хăтăлма май çук. Ку пулăм йăхран куçать. Тĕрлĕ апат-çимĕç вара пулăшма пултарать. С витаминпа пуяннисене ытларах çимелле. Вăл хăш-пĕр пахча çимĕçпе улма-çырлара нумай. Аскорбинка меланина ÿте ультрафиолетран лайăхрах хÿтĕлеме пулăшать.
Ÿте РР витамин çитменни те сиенлеме пултарать. Çавăнпа рациона чăх какайĕ, пĕвер, ĕне ашĕ, хура тул кĕртмелле.
Хăмăр пăнчăсене çутатма кашни кун пите йÿçнĕ сĕтпе е 3-4 кунхи турăхпа çумалла. Çакăн хыççăн ÿт чĕпĕтме пуçласан çуллă е нÿретекен крем сĕрме юрать. Ÿте лимон сĕткенĕ хушнă шывпа, чĕрĕ хăяр сĕткенĕпе сăтăрсан лайăх.
Хăяр лосьонĕ хатĕрлеме пулать. 20 грамм вĕтетнĕ хăяр вăррине шурă эрехе ярса 7 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Усă курас умĕн 1 пай лосьона 10 пай шывпа хутăштармалла.
Шуратакан процедурăсене каçхине тумалла, мĕншĕн тесен ун хыççăн ÿте çутă лекмелле мар. Пите пĕр уйăх кашни кун хÿтĕлекен крем сĕрмелле.