Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăçмасть поэтăн ячĕ

05 марта 2013 г.

МИТТА Ваçлейĕ тесенех, чи малтанах вăл çырнă сăвă йĕркисем аса килеççĕ: "Этем этеме ан пул ытлашши". Питĕ тĕрĕс каланă. Анчах та вăл хăй тахçан такамшăн-тăр ытлашши пулнă: репресси унăн пурнăçĕнче нумай çуллăха хура йĕр пулса юлнă. Поэзире тар тăкса ĕçлес чухне сăвăçăн темиçе çул пĕр айăпсăр айăплă пулма, тăван тăрăхран аякра "халăх тăшманĕ" пулса пурăнма тивнĕ... Çавах та юлашкинчен тĕрĕслĕх çиеле тухнă, Миттан таса ятне тавăрнă.

1908 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче пирĕнпе кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнче çуралнă Митта Ваçлейĕ. Тулли мар вăтам шкул хыççăн йĕкĕт Чĕмпĕрти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ, çакăн хыççăн тăван районĕнчи шкулсенче ачасене тăван чĕлхене вĕрентнĕ.

Çыравçă ĕçне Митта хаçатран пуçланă тени те йăнăш мар – Патăрьел районĕнчи "Октябрь ялавĕ" (халĕ "Авангард") хаçатра яваплă секретарь пулса ĕçленĕ.(Çакна редакци çурчĕн стени çинчи асăну хăми те çирĕплетет). Хăйне майлă пурнăç шкулĕ пулнă уншăн çакă.

1930 çулта сăвăç каллех педагогикăна куçнă, икĕ çул Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулне ертсе пынă, 1932 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Вăл – радиокомитечĕн малтанхи ĕçченĕсенчен пĕри.

Литература çулĕ çине Митта Ваçлейĕ иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсен варринче тăнă темелле – пуçласа 1925 çулта "Сунтал" журналта пичетленнĕ. Çакă чăваш поэзине сулмаклă утăмпа çĕнĕ сăвăç пырса кĕнине пĕлтернĕ. Ăсталăхĕ те ÿссех пынă унăн, вăл вулакансене çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарнă. Паян пĕр ÿстермесĕр çапла калама пулать: пултаруллă поэт сăвви-поэми чăваш литературин ылтăн фондне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă.

Тĕрлĕ енлĕ, пултаруллă çыравçă пулнă Митта: поэт, прозаик, публицист, критик... Унăн прози те сĕтеклĕ, калавĕсенче поэзи туйăмĕ тапса тăрать. Критика статйисенче вара авторсене çапса хуçнине кураймăн, вĕсенче – анлă та тарăн тишкерÿ, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем, вĕрентсе канаш пани.

Куçару ĕçĕнче те ăста пулнă поэт. Вăл А.Пушкин, Н.Островский, Л.Кассиль, М.Горький, М.Джалиль, Г.Гейне хайлавĕсене чăваш вулаканĕсем патне çитернĕ, куçарусенче авторсен стильне упраса хăварма тăрăшнă.

1934 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă Митта Ваçлейĕн хăй пурăннă чух икĕ кĕнеки çеç кун çути курса ĕлкĕрнĕ: "Кăмăл" тата "Кăмăлтан". "Кăмăлăмпа шухăшăм" кĕнеки вулакансем патне 1959 çулта çитнĕ, "Думы мои, мечты мои" вырăсла кĕнеки 1976 çулта Мускавра пичетленсе тухнă.

Кĕске пулнă халăх юратакан сăвăçăн ĕмĕрĕ – вăл 1957 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче хăйĕн тăван ялĕнче куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. Апла пулин те поэтăн ячĕ манăçмасть – вăл яланах çынсен чĕрисенче. Вăл çырнисем паян та хăйсен пĕлтерĕшне çухатман.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика