05 марта 2013 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 20-24 номерсенче.)
– Чи хаклă çыннăм-çке эсĕ манăн, – пĕтĕм кăмăлне ирĕке ярса, ăшшăн ыталаса илчĕ вăл Людăна. – Эсĕ пулман пулсан, эпĕ паян ура çине те тăрайман пулăттăм. Чĕререн тав тăватăп сана.
– Инкеке лекнĕ тантăша мĕнле пулăшмăн-ха, – тутлă шăршăллă чей чашăкне Оксана умне куçарса лартрĕ Люда. – Халех, çап-çамрăклах, чире кайсан, малашне кама кирлĕ пулăпăр эпир;
– Чирлесе пăсăлатăп тесех шутланăччĕ эпĕ ĕнер.
– Санăн малашне питĕ упранса пурăнма тăрăшмалла. Пулас ачун сывлăхĕ – сан аллунта.
– Тавах, Люда, ăшă сăмахусемшĕн. Мана ырă тунине эпĕ нихăçан та манмăп.
– Тĕрĕссипе каласан, эпĕ хам та санашкал историех çакланнăччĕ. Аттесĕр ÿснĕ эпĕ. Пилĕк çул каялла, çие юлнине пĕлтерсен, анне мана килтен тĕтĕрсе кăларчĕ. Анне сăмахне итлесех хырăма пăрахрăм, ял-йыш умĕнче таса хĕр шутĕнче юлас терĕм пулĕ. Çакнашкал хăтланни кайран хамах питĕ вирлĕн килсе çапрĕ. Юратнă çынпа пĕрлешнĕ хыççăн виçĕ çултан вăл мана хăйĕн хваттерĕн хăлăпĕ çине тĕллесе кăтартрĕ. "Каçар, Люда, мана ача тăвайман арăм кирлĕ мар, – терĕ Саша. – Тымар ярса хăвараймасан, хама арçын тесе шутламастăп. Çакна малтанах пĕлнĕ пулсан, ачаллă хĕрарăма та тиркемен пулăттăм..." Айăпăма туйса, пĕр сăмахсăрах тухса кайрăм вара ун патĕнчен.
– Санăн та шăпа çăмăлах мар апла.
– Санăннипе танлаштарсан, темиçе хут йывăртарах темелле. Сипленес тĕллевпе нумаях пулмасть врач патĕнче пултăм. Ача амăшĕ пулас çул ĕмĕрлĕхех хупăннă-мĕн маншăн. Питĕ ÿкĕнетĕп те халĕ, анчах йăнăша тÿрлетме май çук. Пилĕк çултан та, вунă çултан та...
Аçу килтен хăваласа кăларни темех мар. Каярахпа çаврăнать унăн кăмăлĕ. Эсĕ те тупăн-ха хăвна юрăхлă мăшăр. Кун пирки сана икĕ уйăх каяллах каланăччĕ: ача амăшĕ пулас, упăшкаран татах та çуратас телее кăна ан çухат, ытти каярахпа йăлтах йĕркеленет.
– Тепĕр хут тав тăватăп, сана, хаклă тантăшăм. Манăн чун ыратăвне хăвăнни вырăнне хурса йышăннăшăн, чĕрере малашлăх çăлтăрне çутма пулăшнăшăн, варти тĕпренчĕке сыхласа хăварма канаш панăшăн...
х х х
... Çĕрĕпех лÿшкет те лÿшкет çурхи вĕтĕ çумăр. Юпа çинчи хунар çути ÿкекен кантăк умĕнче аялти кĕпе вĕççĕн кăна тăраканскер, Оксанăн ÿт-пĕвне самаях сулхăн çапать. Вăл ăшă утиял ăшне чăмса куçĕсене хупрĕ. Куç хупанкисем самаях йывăрланнă пулин те, ăна ыйхă хăйĕн ытамне илмесĕр асаплантарчĕ, йывăр шухăшсене пула пуç, такам пăркăчпа хĕстернĕн, туртса ыратрĕ. Çак самантра ашшĕн паха сĕнĕвне тĕпе хурса пурăнайманнишĕн пĕр хăйне кăна айăпларĕ Оксана. Пĕтĕм ÿт-пĕвне ясарлăх çулăмĕ хыпса илнĕ йĕкĕт, пылак сăмахсем каланă май, труççике хывнине çине тăрсах хирĕçлеме мĕншĕн вăй çитереймерĕ-ха хĕр; Таçта шалта, чун тĕпĕнче: "Çук! Çук!" тенĕ сасăсем те янăрарĕç çав вăхăтра. Анчах питĕ вăйсăррăн, илтĕни-илтĕнми кăна тухрĕç çав вĕсем. Çамрăк ÿт-пĕвĕн хĕрÿ юн вылявĕнче ку сăмахсем пĕр-икĕ çеккунтрах пăсланса тĕтрелĕхе куçрĕç. Хĕр тасалăхне упраса пурăнма пулăшакан, чĕре хĕлĕхĕнче карăнса тăракан "Çук! Çук!" сăмахсем ашшĕ вĕрентсе каланипе пĕрлешсе аслатилле кĕмсĕртетсе кайнă пулсан, аллисене ытлашши ирĕке янă чăрсăр каччăн вĕри ытамĕнче тĕвĕлленнĕ çурма тĕлĕкри киленÿ асамлăхĕнчен тухма, ясарлăх хĕмĕпе ÿсĕрĕлнĕ çынна питрен вăйлăн çутăлтарса, ăна вăхăтра урăлтарма пултаратчех Оксана. Шел, пулмарĕ ун пекки. Хăв чунтан юратакан хитре каччă çепĕççĕн çупăрланă, вăл чуна тивмелле ачашшăн калаçнă чухне хĕр пуçĕпе пĕрлех унăн таса чысĕ те çухалать иккен. Çав вăхăтрах эпир, хĕрсем, ĕçчен те сăпайлă каччăсене асăрхамастпăр та. Ан тив, сăн-пуç енĕпе хĕрсемшĕн пит илĕртÿллех те мар пулĕ вĕсем. Ун вырăнне çак йĕкĕтсен, илемлисемпе танлаштарсан, чун-чĕрепе кăмăл-сипет пуянлăхĕ темиçе хут пысăкрах. Акă, Ярмушкинсенчен темиçе кил урлă пурăнакан вăтанчăк каччăна – Петр Анташкинах илĕпĕр. Ял хуçалăх академийĕн агрономи факультечĕн юлашки курсĕнче вĕренекенскер, каникулсем вăхăтĕнче яла таврăнсан килти хуçалăхра, коллективлă производство кооперативĕн уй-хирĕнче канăçа пĕлмесĕр çаврăнать. Производство практики вăхăтĕнче кооперативра тĕп агронома пулăшаканĕ пулса ĕçлерĕ, хăйĕн тăрăшулăхĕпе тата пултарулăхĕпе пĕтĕм ял-йыша тĕлĕнтерчĕ. Академи пĕтернĕ хыççăн Петьăна кăçал пенсие кайнă Иван Андреевич вырăнне тĕп агронома лартас пек калаçкалаççĕ. Сăпайлă та ырă кăмăллă каччă хĕрсем умĕнче хăйне хăюсăр тыткалать. Ан тив, сăн-пуç енĕпе вăл пит курăмлах та мар-и, тен. Çапах та, мĕнле калас, унăн пичĕ çинче пĕтĕмпех хăй вырăнĕнче. Пĕлтĕрхи хĕвеллĕ çу кунĕсенчен пĕринче, Оксана хуларан яла таврăнсан, Петя ăна клубран килне çитиех ăсатса ячĕ. Юнашар утса пынă май пĕтĕм чун ăшшипе калаçрĕ вăл.
(Малалли пулать.)