Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршă районĕнче такăр çулсем пулĕç

08 июля 2015 г.

Шăмăршă районĕнче такăр çулсем пулĕç

ИЮЛĔН 3-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнче ĕçлĕ çулçỹревпе Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов пулнă. Унпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев çỹренĕ.Владимир Филипповпа Валерий Фадеев Виçпỹрт Шăмăршăри Владимир Бараев сăвăç ячĕллĕ урамра çул тунă çĕрте пулнă тата республика пĕлтерĕшлĕ Шăмăршă - Суйкăн - Алтышево («Аниш» автоçул) çула юсанă хыççăн йышăннă çĕре хутшăннă.Çакна палăртмалла: Виçпỹрт Шăмăршăри Владимир Бараев сăвăç ячĕллĕ урамри 1,8 километр тăршшĕ çула тума 2015 çулта 6830,995 пин тенкĕ уйăрнă. Çулăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 16073,910 пин тенкĕ. Объекта 2016 çулта вĕçлеме палăртнă. Сăмах май, кăçал 105 çул тултаракан Владимир Бараев-Сĕркке поэт ячĕллĕ урамра çул тунишĕн ял халăхĕ район администрацийĕн пуçлăхне Валерий Фадеева чĕререн тав тăвать. Подрядчик - «Чувашавтодор» ОАО - ĕç пахалăхĕшĕн тăрăшасса шанса тăратпăр. Пĕтĕмпе вара 2015 çулта 5 объектра çул тума палăртнă. Кăçал валли 20849,227 пин тенкĕ, 2016 çулпа пĕрле шутласан 45965,880 пин тенкĕ укçа уйăрма пăхнă.Шăмăршă - Суйкăн - Алтышево («Аниш» автоçул) çулăн Шăмăршă районĕнчи 5,5 километрне юсама 2015 çулта 25760,805 пин тенкĕ уйăрнă. Çак çул - Шăмăршă районĕшĕн чи пысăк проблемăллисенчен пĕри. Ăна тума 2011 çултах пуçăннă. Унтанпа 7 километр, çав шутра кăçал 5,5 километр çула юсанă, 14705,741 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Çул юсанă çĕрте «Ремикс» ООО тăрăшать. Владимир Филипповпа Валерий Фадеев çул тунă çĕрте ĕçлекен подрядлă организацисен представителĕ-семпе тĕл пулса калаçнă, ĕç пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе паха сĕнỹсем панă. Çавăн пекех çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвне те çĕкленĕ, видеофиксаци камерисем вырнаçтарас тĕлĕшпе те калаçу пынă. Трассăна çĕрлехи вăхăтра çутатса тăрасси те - кирлĕ ыйтусен шутĕнче.

А.КУЗЬМИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика