Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атьăр, каяр çырлана…

08 июля 2015 г.

Шавлать, кĕрлет Шăмăршă пасарĕ - суту-илỹ тăвать вырăсĕ, чăвашĕ, ирçи, тутарĕ...Мĕнле кăна тавар сĕнмеççĕ-ши? Хакĕсем пысăк пулсан, калаçсан-калаçсан пăртак йỹнерехпе туянма та май пур. Çавăнпа ĕнтĕ пасар, хаксем хăпарма та, чакма та пултараççĕ. Акă пĕр чипер хĕрарăм вăрман çырли сутать. Хура çырлан (черника) пĕр килограмĕшĕн 200 тенкĕ ыйтать, витри - 1 пин тенкĕ. Хаклă тесе тăмарĕ вăтам çулсенчи тутар, пĕр сăмахсăрах туянчĕ. Хĕрарăм та савăнать, туянакан та кăмăллă.«Хура çырла ракран сыхланма пулăшать, - ăнлантарчĕ мана ĕмĕр тăршшĕпех больницăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă А.Я.Семкин. - Çырлара витаминсемпе микроэлементсем çав тери нумай, чи лайăххи вара - унра антиоксидантсем пурри. Антиоксидантсем усал шыçăсен клеткисене тĕп тăваççĕ.Хура çырлара (черникăра) углеводсем, кали, магни, фосфор, органика кислотисем, тимĕр, пăхăр тата ытти минерал веществисем нумай. Çак çырла - çутçанталăкри чи лайăх антисептик тата антибиотик. Вар-хырăм чирĕсене, шăк çулĕсен чирĕсене, сахăр диабетне лайăх сиплет, организмран шлаксене хăваласа кăларать. Кĕскен каласан, хура çырла çыннăн пур органĕшĕн те питĕ усăллă».Эмел ура айĕнчех иккен, аптекăран çĕршер тенкĕ парса пĕли-пĕлми таблеткăсем туяниччен вăрмана çеç каймалла. Хура çырлан çулçи те сывлăхшăн сиплĕ. Пасарта çĕр çырли те сутаççĕ, килограмĕшĕн 200 тенкĕ ыйтаççĕ. Çак çырла та питĕ усăллă, витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян. Вăрман тăрăхĕнче пурăнатпăр пулин те, нумай ỹсентăран уссине пĕлсех каймастпăр. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ, «Сывлăх » страница кăларса тăрса, сиплĕ ỹсентăрансемпе, вĕсемпе усă курмалли меслетсемпе паллаштарма тăрăшать. Кам хаçат çырăннă, хăйшĕн кирлине нумай илĕ. Хура çырлапа çĕр çырли хыççăн хăмла çырли те пиçсе çитрĕ. Ку çырлан усси пирки пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ: пире ача чухнех ỹслĕкрен тата ỹт температури ỹссе кайсан атте-анне хăмла çырли варенийĕ янă чейпе сипленĕ. Шел те, паянхи çамрăк амăшĕсем хăйсен пепкисем кăштах ỹсĕрсен те аптекăна чупаççĕ. Хими япали черченкĕ организмшăн сиенсĕр мар тесе никам та çирĕплетсе калаймасть. Аптекарьсене сутса пултăр, укçа паян пуринчен те аслăрах. Улма-çырла, сиплĕ курăксем, кăмпа - çак пуянлăха таçта аякка каймасăрах, хамăр патăртах хатĕрлеме пулать. Усă курăр, сипленĕр - çутçанталăк пуянлăхĕ, çăткăнла хăтланмансан, пурин валли те çитет.

«Атьăр, каяр çырлана,

Ял çумĕнчи вăрмана.

Çырла пĕтсен, кăмпана

 -Эп чĕнеп, кума, сана», - тенĕччĕ пĕр сăвăç. Мĕншĕн каяс мар-ха чĕннĕ чух!

И.САЛАНТАЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика