Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеп ĕçпе килет

08 июля 2015 г.

Анат Чаткасра пурăнакан Н.Н.Ухорскаян харпăр архивĕнче ĕçри çитĕнỹсемшĕн тивĕçнĕ награда нумай. Хуçин, сăпайлăскерĕн, грамота-медальпе курнăçланас йăли çук. Ачисемпе мăнукĕсем ыйтнипе çеç, Нина Николаевна тирпейлĕн пуçтарса хунă япалисене куç умне кăларать. Тĕлĕнмелли, мăнаçланмалли, чăн та, пур!«Чи лайăх çамрăк сысна пăхакан» тата «Чи лайăх сысна пăхакан» (1982, 2011 çç.) хĕрлĕ хăюсем. Вĕсене районти Акатуйĕнче халăх умĕнче хул пуççи урлă çыхса-çакса янă. Кунтах - хĕвел шевлиллĕн çиçекен «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи - 1979», «X-мĕш пилĕк çуллăхăн ударникĕ» медальсем, ВДНХн «Халăх хуçалăхĕнчи çитĕнỹсемшĕн» палли. Нина Николаевна Ухорская иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-çулĕсенче «Коммунизмла ĕç ударникĕ» хисеплĕ ята виçĕ (!) хутчен çĕнсе илнĕ иккен. Тав хучĕ, Хисеп грамоти, Диплом шучĕ те çук...Вĕсемпе «Восход» колхозăн ял хуçалăх производствине аталантарас ĕçĕнче пысăк çитĕнỹсем тунăшăн наградăланă. Колхоз, район шайĕнче çеç мар, ЧăвашРеспубликин Патшалăх Канашĕн шайĕнче те чысланă малта пыракан свинаркăна. Юнашарах - Н.Н.Ухорскаян сăн ỹкерчĕкне районти Хисеп хăми çине кĕртнине çирĕплетекен документ. Пĕрер созыв Анат Чаткас ял Совечĕн тата Шăмăршă район Совечĕн халăх депутачĕсен тивĕçĕсене пурнăçланине çирĕплетекен значоксем те типтерлĕн упранаççĕ активистка çỹпçинче. Ĕçченскершĕн чи хаклисем - «Мастер-умелец » значок (ăна выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче профессиллĕ шая çитнĕшĕн панă) тата «Ĕç ветеранĕ» медаль (нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк кăтартусем тунăшăн тивĕçнĕ).- Эп нихăçан та наградăшăн ĕçлемен. Ял-йыш хушшинче пурăнма ят-сум пултăр тесе тăрăшнă. Çын хисепĕ маншăн пĕрремĕш вырăнта, - тет тивĕçлĕ канури хĕрарăм. - Хамра упранакан наградăсем - ĕçри йывăр, çав хушăрах савăнăç кỹнĕ самантсемпе асаилỹсем. Ĕçĕме ертỹçĕсем пысăк хак панишĕн, паллах, хĕпĕртетĕп. Чăннипе, ĕçри ỹсĕм чи малтанах çынран хăйĕнчен килет. Н.Н.Ухорская пирки те çакнах каламалла....1955 çулхи июнь уйăхĕнче Анат Чаткасри Самсоновсен çемйинче виççĕмĕш ача - Нина - çуралнă. Ольга Яковлевна - «Восход » колхозăн уй-хир бригадин хастар колхозници, Николай Васильевич - хуçалăхри паллă тракторист ачисене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, тăван çĕршĕн тăрăшма хистенĕ. Нина ачаллах колхоз садĕнче, уй-хирте, йĕтем çинче ĕçленĕ, аслисене вăй çитнĕ таран пулăшнă. Ялти шкулта 8 класс пĕтерни çинчен аттестат илсен каçхи шкулта пĕлĕве ỹстернĕ.1970 çулхи ноябрь уйăхĕнче тăван хуçалăхăн сысна ферминче вăй хума пуçлать Нина Самсонова. Вун пиллĕкри (!) хĕр сысна самăртакан уйрăмра ĕçлени - хăйне евĕр тĕрĕслев те, паттăрлăх та шутланнă. Ун чухнехи ĕç кунĕ 5 сехетрен пуçласа 11-ччен, 14 сехетрен пуçласа 17-ччен тăсăлнă. Мĕн пур ĕçе ал вĕççĕн тумалла пулнă: выльăх апатне йăтнă, тислĕк тăкнă, çăнăх тиесе килсен ăна тонни-тоннипе пушатнă...Ăçтан хăват çитернĕ-ши?! Çамрăк хĕр 400-500-шер (!) сысна пăхнă, вĕсене çулсерен январĕн 1-мĕшĕнче патшалăх валли ăсатнă. Ял-йыш Çĕнĕ Çул уявне паллă тунă кун ферма ĕçченĕсем 10-12 машина (кашнин çинче - 18-20 сысна) самăртнă выльăх тиесе леçнĕ. «Восхода» М.Н.Ухваркин председатель ертсе пынă çулсенче хуçалăх аш-какай туса илессипе республикăра малтисен ретĕнче пынă. Кунта Н.Самсонова-Ухорская тỹпи те пысăк пулнă. Нина Николаевна пăхакан сыснасем талăкра 370-450-шар грамм ỹт хушса пынă. Çурасене амăшĕсенчен уйăрмалли уйрăмрата Нина Николаевна тăрăшулăхпа, тимлĕх- пе палăрнă. Пурăна-киле, пултаруллăскер, хăйĕн ĕç опычĕпе те паллаштарма пуçланă. Верăпа Елена Кузьминасем, Людмила Мутова, Зинаида Викторова шăпах Ухорскаяран ĕç мелĕсене вĕренсе пысăк ăсталăх туптанă.Ĕçри ỹсĕм, паллах, килти лару-тăруран та килет. Нина 1975 çулта хăй пекех сăпайлă та ĕçчен Николай Ухорский водительпе пĕрлешнĕ. Мăшăрсем 40 çул хушши ĕнтĕ кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Хунямăшĕпе хуняшшĕне - ĕç ветеранĕсене мĕн виличчен тăван ашшĕ-амăшĕ пек пăхса усрарĕ Ухорскисен кинĕ, ял çине начар сăмах кăлармарĕ. Çемьери ăнлану, килĕшỹ йывăр ĕçе çăмăллатнă ĕнтĕ.Туслă кил-йышра 4 ача çуралса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухрĕç. Хĕрĕсем виççĕшĕ те аслă пĕлỹ илчĕç, çемьеллĕ, икшер ачаллă. Алина Ульяновскри пĕр организацире тимлет. Марина - Шăмăршă район администрацийĕн экономисчĕ. Альбина Мускавра пурăнать, вăл - воспитатель. Кĕçĕнни - Юрий, ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕскер, Мускаври строительство организацийĕнче вăй хурать. Ачисем пурнăç тĕллевне тупнишĕн кам савăнмĕ?!Лара-тăра пĕлменскер, Нина Николаевна, мăшăрĕ тата Николай Авксентьевичăн Галина йăмăкĕ (пĕрле пурăнать) пулăшнипе йышлă выльăх усрать. Ĕне, темиçе сысна, чăх-чĕп, хур-кăвакал... Вĕсем валли апат çителĕклĕ хатĕрлеме фермерсене пулăшма çỹрет, утă-улăм, тырă ĕçлесе илет. Ухорскисен ылтăн аллисем хăйсем çавăрнă кермен пек çурт-йĕре çĕнетсех тăраççĕ. Кил хуçи арăмĕн ăшпиллĕхĕ, тараватлăхĕ вара ăна хăйне евĕр ĕлккенлĕх, хăтлăх кỹреççĕ.Ĕçпе ят-сум çĕнсе илнĕ хаклă çыннăмăр нумаях пулмасть 60 çул тултарчĕ. Чаплă юбилейпе саламланă май пирĕн Нина Николаевнăна хурçă пек çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тулли телей сунмалли çеç юлать. Ĕçчен аллусем нихçан та ан ывăнччĕр, вĕри чĕрỹ пĕр тикĕс таптăрччĕ, хаклă Çыннăмăр!

З. ВОРОБЬЕВА-СВЕКЛОВА.

Анат Чаткас ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика