08 июля 2015 г.
Форумсенче кăçалхи июль уйăхĕ хĕрỹ пуçланнине сỹтсе яваççĕ. Сăмах шăрăх çанталăк пирки маррине чухларăр пулĕ. Çуллахи иккĕмĕш уйăх пачах тепĕр май - сивĕрех кунсемпе пуçланчĕ-ха. Форумсенче çĕршыври чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне - çул-йĕре пырса тивекен çĕнĕ саккунсене - сỹтсе явма тытăннă. Водительсемпе çуран çỹрекенсен тĕлĕшпе йышăннă çĕнĕ йĕркесем июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.Раççейри çул-йĕр çинче кашни кун мĕн чухлĕ авари пулать-ши? Кунсерен мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать-ши? Пурăнма та ĕлкĕреймен ачасем аслисен айăпĕпе куçне яланлăхах хупни пирки калама та чун ыратать. Чăваш Енре пулнă пысăк аварисем, тен, вăхăт иртнĕçемĕн манăçĕç?..Анчах тăванĕсен, çывăх çыннисен чĕринче ку яланлăхах ỹт илейми суран хăварĕ. Кăçалхи мартăн 24-мĕшĕнче, йĕпе юр çунă кун, Кỹкеç çывăхĕнче маршрутка çунса кайсан республикипех калаçрĕç. Ку хăрушă пулăм хыççăн чылайăшĕ çула тухма шикленни иккĕлентермест. Çынсене илсе çỹрекен маршрутка водителĕ çул-йĕр правилине пăсман. «Эсĕ темĕнле лайăх водитель пулсан та сан çине урăххи пырса кĕме пултарать», - теççĕ халăхра. Çав аварире тепĕр водитель айăпĕпе çынсем вилнĕ. Ун чухне çăмăл автомобиль водителĕ япăх çанталăка пăхмасăр транспорт хирĕç килекен çул çине тухни пирки калаçрĕç. Кам айăплă кунта? Ку ыйтăва суд татса парать. Чылай чухне этем çăмăлттайлăхĕ айăплă мар-и? Июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ саккунсене çул çинчи йĕркене çирĕплетес тĕллевпе йышăннă. Яваплăха пысăклатни, ахăртнех, водительсене çула тухас умĕн шухăша ярĕ. Мĕн пытармалли: аварисенчен чылайăшĕ ỹсĕр водительсен айăпĕпе сиксе тухаççĕ. Эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларни пысăк инкекпе вĕçленме пултарасси пирки ỹсĕр çын шухăшлать-и вара? Уншăн тинĕс те чĕркуççи таран çеç. Çĕнĕ саккунсемпе паллашсан водительсем алла черкке тытиччен виçĕ хутчен шухăшласса тем пек шанас килет. Камăн йĕплĕ пралук леш енче ларас килтĕр? Суд айăплавĕ çын пурнăçĕнче ĕмĕрлĕхе йĕр хăварать-çке-ха. Июлĕн 1-мĕшĕнчен руль умне ỹсĕрле ларнă водительсене уголовлă майпа явап тыттарма пултарĕç. Чăннипе, тĕнчипе ку «эксклю- зив» мар. Чылай çĕршывра ỹсĕр водительсене тĕрмене лартаççĕ. Пирĕн ку тĕлĕшпе унашкалах çирĕп мар: руль умне ỹсĕрле иккĕмĕш хут лар- нисене çеç уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Унччен ỹсĕр водитель айăпĕпе çын вилнĕ е унăн сывлăхне йывăр сиен кỹнĕ пулсан тепрехинче суд тенкелĕ çине ларма тивĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ỹсĕр водителе пула аварире 1 çын вилнĕ тĕк 2-7 çуллăха тĕрмене хупĕç. 2 çынран ытларах пурнăçран уйрăлнă тăк 4-9 çуллăха хупĕç. Июлĕн 1-мĕшĕнчен пĕчĕк аварисене, аманнисем çук тăк, ГИБДД ĕçченĕ килмесĕрех çырма пулать. Ку ытти транспорта çỹреме чăрмантарать пулсан пысăках мар аварие лекнĕ водительсен машинисене çул çинчен илсе лартмалла. Çĕнĕ саккун çуран çỹрекенсене те пырса тивет. Водитель каçхи тĕттĕмре, кăнтăрлахипе танлаштарсан, çула япăхрах курать. Çул хĕррипе утакан сахал мар. Вĕсене машина çапса хăварнă тĕслĕх те пайтах. Хальччен çул-йĕр правили çынсене каçхи йăлтăртатакан хатĕрсем çакма сĕннĕ. Ку сĕнỹ пулнипе çеç-ши - ун пек çынсене курманпа пĕрех. Ачасем çеç портфелĕсем çине çавăн пек япаласем çакаççĕ. Халĕ вара çĕнĕ саккун сĕнмест, хистесех калать: «Хула çывăхĕнчи çул хĕррипе утакансен пурин те йăлтăртатакан япала çакмалла». Ку йĕркене пăснăшăн штраф пысăках мар, çапах кашнинчех 500 тенкĕ тỹлесен енчĕк пушансах юлĕ. Пĕлмешкĕн: «фликерсен» йышне тумтир çине çыпăçтармалли наклейка, сулă, брелок кĕреççĕ. Тепĕр тесен, штраф тỹличчен вĕсенчен пĕрне туянмалла çеç. Вăтамран 50 тенкĕ çеç тăраççĕ вĕсем. Беларуç ку енĕпе - лайăх тĕслĕх. Унта ку саккуна 2006 çулта йышăннă хыççăн çуран çỹрекенсемпе çыхăннă пăтăрмахсем самаях чакнă. 2006 çулта Беларуçре каçхине çул çинче çуран утакан 601 çын вилнĕ пулсан, 2007 çулта - 486, 2012 çулта - 314. Тепĕр çĕнĕлĕх ачасене автобуспа илсе çỹрессине пырса тивет. 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕчĕк ачасене 10 çултан кивĕ автобуссемпе илсе çỹреме юрамасть. Унта тахографом тата ГЛОНАСС пулмалла. 3 сехетрен ытларах кайма тивет тĕк пĕрле апат-çимĕç илмелле. Çĕнĕ саккунпа килĕшỹллĕн, 7 çултан кĕçĕнрех ачасене автобуспа 4 сехетрен ытла илсе çỹреме юрамасть. 23 сехетрен пуçласа ирхи 6 сехетчен ачасен ушкăнне чукун çул вокзалне, аэропорта çеç илсе кайма юрать. Шăпăрлансене 3 сехетрен ытларах илсе çỹреме тивет тĕк автобусра медицина ĕçченĕ пулмалла. Ку çĕнĕлĕх вара «тимĕр урхамах» хуçисене лаштах сывлаттарĕ. Малашне ОСАГОна тăснă чухне йывăрлăхсем пулмасса шантараççĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнчен полиссене электрон мелпе сутĕç. Йĕрки ансат: çын страхлакан компанин сайтне заявлени çырать. Кун хыççăн ăна счет ярса параççĕ. Укçа тỹленĕ хыççăн машина хуçи полиса электрон мелпе илет. Ку çĕнĕлĕхсем çул-йĕр çинчи лару-тăрăва лайăх енне улăштарасси иккĕлентермест. Вăхăт йăлтах кăтартĕ... (Материала ГИБДД ĕçченĕсем пулăшнипе хатĕрленĕ).