11 июля 2015 г.
РАÇÇЕЙРЕ нумай ĕмĕр каяллах июлĕн 8-мĕшне Петр княçпа унăн мăшăрĕн Феврониян кунĕ тесе палăртнă. ...13-мĕш ĕмĕрте Муром хулин ĕç-хĕлне Петр княç йĕркелесе пынă. Вăл йывăр чирлесе ỹксен, халăх медицинипе усă курса, ăна утарçă хĕрĕ Феврония сыватнă. Петрпа Феврония пĕр-пĕрне чунтан килĕштернĕ. Боярсем хирĕçленине пăхмасăр пуян княç чухăн хĕрне качча илнĕ. Петрпа Феврония пĕр-пĕрне ăнланса тата юратса пурăннă. Вĕсем 1228 çулта пĕр кунта тата пĕр сехетре вилнĕ. XVI ĕмĕрте Петрпа Февронияна çвятуйсен шутне кĕртнĕ, вĕсем православи тĕнĕнче çемье хỹтĕлевçисем шутланаççĕ. 2008 çултанпа июлĕн 8-мĕшĕнче Раççейре Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне уявлаççĕ. Пирĕн районти ЗАГС уйрăмĕ çак уява çуллен 50 е кунтан ытларах çул пĕр-пĕрне юратса пурăнакан тата хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă çемьесене чĕнсе илет, вĕсене Мăшăрлану керменĕнче тивĕçлипе чыслать. Хальхинче Шăмăршăра пурăнакан Вячеслав Кузьмичпа Валентина Константиновна Волковсене тата Вырăс Чукалĕнчи Николай Ивановичпа Лидия Сергеевна Степановсене хисеп турĕç. Мероприятие кĕске сăмах каласа район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕн ертỹçи Т.Матвеева уçрĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев сăмах илчĕ, Волковсене, Степановсене тата ыттисене Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, çемьере килĕшỹпе ăнланулăх сунчĕ. - Хисеплĕ юбилярсем! - терĕ Валерий Петрович. - Сирĕнни евĕр туслă та вăрăм ĕмĕрлĕ çемьесем пирĕн района илем кỹрсе тăраççĕ. Эпир сирĕнпе, пенсие тухичченех тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк хисепе тивĕçнĕ, ачăрсене лайăх воспитани парса ỹстернĕ ветерансемпе, мухтанатпăр. Эсир ытти çемьесемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Волковсемпе Степановсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль, Грамота тата парне парса хисеплерĕ. Валерий Петрович çавăн пекех Пуянкассинчи Владимирпа Ирина Алексеевсене çемье çавăрнă ятпа ăшшăн саламларĕ, яланах пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма, ача-пăчаллă пулма ырлăх-сывлăх сунчĕ, парнепе чысларĕ. Çемьесене малалла Улатăр епархийĕн Шăмăршă районĕнчи благочиннăйĕ Н.Чувашов протоиерей, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н.Федорова, Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп специалисчĕ А.Смаева, юбилярсен тăванĕсем саламларĕç, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. «Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, сирĕн евĕр пулма тăрăшатпăр», - терĕç Волковсемпе Степановсен мăнукĕсем. Вячеслав Кузьмичпа Валентина Константиновна Волковсем туслă çемье çавăрнăранпа 55 çул çитнĕ. Кил хуçи чылай çул районти статистика пайĕнче тăрăшнă, юратнă мăшăрĕ - тĕп библиотекăра. Волковсем ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ. Виçĕ мăнук тата мăнукĕн пĕр ачи хисеплĕ ветерансене тулли савăнăç кỹрсе тăраççĕ. Николай Ивановичпа Лидия Сергеевна Степановсем 56 çул каялла туслă çемьене пĕрлешнĕ. Кил хуçи пенсие тухичченех «Волга» колхозра трактористра, мастерской заведующийĕнче, снабженецра вăй хунă. Савнă мăшăрĕ уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Степановсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вунă мăнук тата мăнукĕсен 5 ачи хисеплĕ ватăсене чир-чĕре çĕнтерсе пурăнма вăй-хăват параççĕ. Кунта çакна та палăртмалла: Волковсемпе Степановсене хăй вăхăтĕнче пархатарлă ĕçшĕн тĕрлĕ наградăпа чысланă. Вĕсем пурте «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Волковсемпе Степановсем Мăшăрлану керменĕнчи Çемье пурнăçĕн хисеплĕ юбилярĕсен кĕнекинче алă пусрĕç. Çамрăк мăшăр та - Алексеевсем çак кĕнекере асăнмалăх алă пусса хăварчĕç. Палтиелĕнчи Т.Долгова солистка хăйĕн хĕрĕпе Аксенияпа тата Шăмăршăри С.Кудряшов чуна пырса тивекен юрăсемпе çак мероприятие илем кỹчĕç. Программăна Т.Матвеевапа С.Кудряшов пурин кăмăлне те каймалла ертсе пычĕç. Çакăн пек интереслĕ мероприяти йĕркеленĕшĕн хисеплĕ юбилярсем, вĕсен тăванĕсем ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхне Т.Матвеевана тата М.Ефимова тĕп специалиста пĕтĕм чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç.
И.АНАНЬЕВ.