11 июля 2015 г.
«ЧĂВАШ ЕН ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен тытăмне тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене аталантарас енĕпе Раççейри чи лайăх сакăр регион йышне кĕчĕ. Юлашки икĕ çулта республикăри ялсенче ку чухнехи модульлĕ 60 фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă, кăçалхи август уйăхĕнче «Ял çыннисене - 100 ФАП» проекта вĕçлетпĕр. Пирĕн хресченсем, тăрантаруçă-çĕр ĕçченĕсем, пурнăç тăршшĕпех колхозра е совхозра вăй хунă ветерансем халĕ пахалăхлă медицина пулăшăвне лайăх шайри хăтлă условисенче илме пултарĕç», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлни - республика тата район ертỹçисем халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнине çирĕплетекен чи витĕмлĕ тĕслĕх. Çул укçи хаклă пулнипе, вăл е ку чирпе район центрне кайса çỹреме çăмăл мар. Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пире ăшшăн йышăнаççĕ, сывлăха тĕрĕслеççĕ, çăмăлтарах чирлисене вырăнтах сиплеççĕ. Йывăртарах чирлисене районти тĕп больницăна ăсатаççĕ. Офисра çын сывлăхне тĕрĕслеме тата кирлĕ пулăшу пама медицина оборудованийĕ çителĕклĕ. Больницăра сипленес тесен врач патне электрон регистрацийĕпе çырăнма май пурри те çав тери меллĕ.
М.ВАНЮШИН,
ĕç ветеранĕ.