11 июля 2015 г.
«ЕРТỸÇĔ çулталăк ĕçлерĕ пулсан ăна çитменлĕхсемшĕн ятлама та, çитĕнỹсем пулсан кăштах мухтама та юрать», - тенĕччĕ сакăрвуннăмĕш çулсенче пĕр канашлура партин Шăмăршă райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче нумай çул тăрăшнă Иван Антонович Журавлев. Унтан çапла хушса хунăччĕ: «Маларах мухтасан çын мăнкăмăлланма, кăкăрне шаккама пултарать, çукшăнах хытă ятласан вара çуначĕ усăнать. Мухтанчăклăх чирĕ ĕçре ура хунине ан манăр». Иван Антоновичăн çак сăмахĕсене эпĕ блокнот çине çырса хунăччĕ. Кивĕ хутсене пăхкаласа ларнă чух блокнот шăпах аллăма лекрĕ. Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацине Николай Дмитриев - унчченхи воин-интернационалист - ертсе пыма пуçланăранпа çак кунсенче шăпах çулталăк çитет. Эппин, унăн ĕçне хак пама та вăхăт. Хут çырнисĕр тата кирлĕ документсем çине алă пуснисĕр пуçне, мĕн ĕçлесе ирттерчĕ-ха çак тапхăра ял пуçлăхĕ?
- Николай Иванович, Сирĕн пĕтĕм ĕçĕр - халăх куçĕ умĕнче. Район центрĕпе пилĕк ялта вăраха тăсмасăр татса памалли ыйтусем те чылай пуçтарăннă ĕнтĕ. Çапах та чăн малтан хăш ĕçе пуçăнтăр?
- Раççейĕн чи пысăк нуши - çулсем япăххи тенине илтнĕ ĕнтĕ эсир. Эпĕ ял тăрăхĕн территорийĕнчи кашни çулпа тро- туар мĕнле шайра пулнине лайăх пĕлсе çитрĕм. Уйрăмах юлашки çулсенче йĕркеленнĕ урамсенче лару-тăру çăмăл мар. Çакна шута илсе ĕнтĕ кăçал Шăмăршăри Мир урамĕнче хăйăр тата чул сарса 550 метр, Полевая урамра 560 метр, Туслăх урамĕнче 560 метр тăршшĕ çул турăмăр. Çак ĕçсене пурне те хуçалăх меслечĕпе, халăх тăрăшнипе пурнăçларăмăр.
- Çул тума материалсене ăçтан тупатăр-ха?
-Шăмăршăра «Юхăннă çурт- йĕр» программăпа пăсакан çуртсем пур. Кивĕ кирпĕчсене çул тунă çĕре турттартăмăр. Çак ĕçре пире Шăмăршăра пурăнакан Константин Гришняков хăйĕн тракторĕпе питĕ пысăк пулăшу пачĕ. Унччен кĕрхи- çурхи çанталăкра кĕме-тухма май çук урамсенче пурăнакансем халĕ шанчăклă çулпа пĕр чăрмавсăр çỹреме пултараççĕ.
- Япăх çул-йĕр пĕр Шăмăршăра кăна мар вĕт-ха...
- Тĕрĕс, ялсенче те çулсене юсамалла. Çывăх вăхăтра район больницин унчченхи поликлиникин çуртне пăсма палăртаççĕ, кивĕ материалпа усă курса Энтĕрьелĕнчи пĕр урамра çул тума йышăнтăмăр. Çак ĕçе кĕркуннеччен пурнăçласан халăхшăн пысăк çăмăллăх пулĕччĕ. Çавăн пекех ытти урамсене те куçран вĕçертмĕпĕр, май пур таран çулсене юсама тăрăшăпăр. Çулсăр пуçне, кĕперсене те юсатпăр. Çакăнса тăракан икĕ кĕпере (висячий мост) тĕпрен юсанăшăн çынсенчен тав сăмахĕ илтни тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.
- Ял масарĕсен картисем юхăнса çитни çинчен те пăшăрханса калаçатчĕç иртнĕ çулсенче. Халĕ мĕнлерех-ши лару-тăру?
- Халăх тăрăшнипе тата предпринимательсене явăçтарса масар картисене çĕнĕрен тытма вăй çитертĕмĕр. Канаш паççулккипе Баскакăн тутар пайĕнчи масарсен картисене тытма çынсем йышлăн хутшăнчĕç. Çавăн пекех Энтĕрьел масарĕ йĕри-тавра та çĕнĕ карта тытрăмăр. Ку ĕçре Виталий Любимов предпринимателĕн пулăшăвĕ сисĕмлĕ пулчĕ.
- Николай Иванович, район центрĕнчи нумай хваттерлĕ хăшпĕр çуртсен картисем те кивелнĕччĕ, ача-пăча вылямалли çĕнĕ площадкăсем те тахçантанпах туманччĕ...
- Кăçал Шăмăршăри Космовский урамĕнче йывăçран 360 метр, тимĕртен 60 метр карта тытрăмăр, ача-пăча площад- кине тĕпрен юсарăмăр. Çывăх вăхăтра Юбилейная урамра йывăçран 300 метр карта тытма палăртрăмăр. Çак урамри пусă та часах çĕнелĕ. Çỹлте асăннă пур ĕçе те хуçалăх меслечĕпе тата субботниксем йĕркелесе пурнăçлатпăр.
- Çулталăк ĕçленĕ хыççăн çитменлĕхсем пирки те уççăн калама юрать пулĕ. Ман шутпа, хальлĕхе район центрĕнче тирпей-илем çителĕксĕр-ха, çỹп-çап контейнерĕсене вăхăтра пушатмаççĕ тата ытти те.
- Çак çитменлĕхсемшĕн мана хытах ятламалла. Чăнах та, пур çĕре те çитме йывăр, тивĕçлĕ службăсем хăйсен ĕçне кирлĕ пек туса пыманни мана та хытă пăшăрхантарать. Малашне çитменлĕхсене пĕтерсе пыма тăрăшăпăр. Шăмăршă ял тăрăхĕ пĕтĕм районшăн ырă тĕслĕх пулса тăтăр тесен пирĕн ĕçлемелле те ĕçлемелле-ха. Хамăн кулленхи ĕçре эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн Валерий Фадеевăн пулăшăвне яланах туйса тăратăп, ял Пухăвĕн депутачĕсемпе старостăсем те ĕçшĕн хыпса çунаççĕ. Ваттисем каланă пек: «Пĕччен сурсан типсех пырать, халăх сурсан кỹлĕ пулать». Кỹлĕ пирки сăмах хускалчĕ пулсан, манăн çутă ĕмĕтĕм - кашни ялтах пĕве туса е кỹлĕ чавса пулă ĕрчетесси. Ан тив, çынсем ĕç хыççăн вăлтапа пулă тытса канччĕр, ача-пăча шыва кĕрсе савăнтăр. Пĕве пулни вут-кăвартан сыхă тăма та питĕ кирлĕ. Ман шухăшпа халăх та килĕшет пулĕ тетĕп.
И.САЛАНДАЕВ калаçнă.