Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илем кỹреççĕ урама

11 июля 2015 г.

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ Антиповсем ĕçе юратнипе палăрса тăраççĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Анатолий Кузьмичпа Нина Петровна тата вĕсен çитĕннĕ икĕ ывăлĕ тăрăшнипе, кăçал çурт çивиттине тата хуралтине çĕнетрĕç. Халĕ Антиповсен пỹрчĕ Мичурин урамне илем кỹрсе ларать. Кỹрши - Юрий Ермолаев та çуртне çĕнетрĕ. Ермолаевсем те картиш тулли выльăх усраççĕ, сысна амисене çăвăрлаттарса тупăш кураççĕ. Ял çыннисем темиçе çул каялла лартнă çуртсене çĕнетсех тăраççĕ: çивиттисене хальхи вăхăтри илемлĕ материалпа витеççĕ, йывăç рамăсем вырăнне пластикран хатĕрленине вырнаçтараççĕ, стенасене евроматериалпа çапса чăн-чăн кермен пек илĕртỹллĕ тăваççĕ. Калас пулать, ял çыннисем çурт умĕнчи пĕчĕк пахчасенче хитре чечексем ĕрчетни те халăхăн культура шайĕ ỹссе пынине çирĕплетет.

В.УГАРИН,

Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика