15 июля 2015 г.
Çак кунсенче полицин «Батыревкий» пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕнче 2015 çулхи 6 уйăхри оперативлă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕмĕр. Канашлура кăçалхи кăтартусене пĕлтĕрхипе танлаштарса пĕтĕмлетỹ турăмăр, ĕçри хăшпĕр çитĕнỹпе пĕрлех уйрăм çитменлĕхсене те асăнтăмăр. Кăçал январь-июнь уйăхĕсенче район территорийĕнче пурĕ 73 преступлени пулнине шута илнĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта - 49). Преступленисен шучĕ ỹсни полицин участокри уполномоченнăйĕсем урамсенчи, обществăлла вырăнсенчи тỹнтерле ĕçсене, вĕлерессипе хăратакансене, çемьере çынна хĕнесе пурăнакансене (истязание) ытларах тупса палăртнипе çыхăннă. Ытти йышши преступленисене илсен, çур çулта ултавлă ĕçсем, коррупцилле тата экономика преступленийĕсем тăвасси, малтан судпа айăпланнисем, ỹсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем кукăр çул çине тухасси ỹснине палăртмалла. Çын çине алă çĕкленĕ, ют пурлăха вăрланă, саккуна пăсса килте хĕç-пăшал е патронсем упранă фактсем сахалтарах пулнă. Хваттер çаратасси (2-шер факт), саккуна пăсса наркотик упрасси (пĕрер тĕслĕх), ниçта та ĕçлеменнисем преступлени тăвасси пĕр шайрах юлнă. Юлашки уйăхри - июньти преступленисене илсен, кунта чи малтанах вăрланă ГАЗ-3302 автомашинăна полици сотрудникĕсем çийĕнчех шыраса тупнине асăнса хăвармалла. Ăна вăрласа (хăваласа) кайнă Тутарстанри Çĕпрел çамрăкĕ пирки, РФ Укĕн 116 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, уголовлă ĕç пуçарнă.25-ри йĕкĕт аллăра пыракан арçынна тапа-тапа хĕнесе йывăр суранланă. РФ Укĕн 111 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, халĕ ун пирки следстви тĕпчевĕ пырать. Июньте ют пурлăха вăрланă 5 факта регистрациленĕ. Вĕсенчен 4-шне уçса панă. Вăрăсем ниме те тиркемеççĕ: килти хуçалăхра пахча шăвармалли шланг выртать-и, садра усă куракан тачка тăрать-и - пурне те çаклатса каяççĕ. Çĕнĕ Шăмăршăра 24-ри çамрăк пушă тăракан пĕр киле кĕрсе 2000 тенкĕ тăракан DVD плеер вăрласа тухнă, тепринчен - будильник. Кил хуçисене хăйсене те тимлĕрех пулма, пурлăха тирпейлĕрех упрама сĕнетпĕр. Велосипедпа унта е кунта кайсан, ăна лавкка е больница çурчĕ умне лартса хăварсан та асăрхануллă пулмалла. Иртнĕ уйăхра больница картишĕнчен велосипед çухалнă. Видеосăнав оборудованийĕпе усă курса кукăр алăллă çынна полици сотрудникĕсем çийĕнчех шыраса тупнă. 2015 çулăн пĕрремĕш çурринче преступленисен 95,2 процентне тăрă шыв çине кăларнă. Ку вăл, тỹрех каламалла, республикăра чи лайăх кăтартусенчен пĕри. Преступлени тăвакансен суд сакки çине ларассинчен хăтăлса юлас шанăç çукпа пĕрех. Саккунпа килĕшỹллĕ пурăнма юратман çынсен кун пирки манмалла мар.
С.АГЕЕВ,
полицин районти уйрăмĕн начальникĕ,
полици майорĕ.