18 июля 2015 г.
ÇИРĔМ килĕллĕ Канаш паççулкки йĕри-тавра Тутарстан ялĕсем вырнаçнă. Çавăнпах кунта пурăнакансем тутарла лайăх калаçаççĕ, шỹтлеççĕ те: «Канаш – кĕчкĕне Байкассы» (Канаш - пĕчĕк Пуянкасси). Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче хамăр районти Пуянкассинчен куçса килнĕ çак пĕчĕк ялта пурăнакансем. Ахальтен мар ĕнтĕ ял хут çинче çеç «Канаш» çырăнать, халăхра «Пуянкасси» ятпа çỹрет.
Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче çак аякри ялта район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев тата Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн ĕçĕсене туса пыракан Евгений Юшин пулчĕç, халăхпа тĕл пулса калаçрĕç. Информаци кунĕн темипе калаçнисĕр пуçне, ял тата район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене те сỹтсе яврĕç. Ял çулсерен çĕнелет, кермен пек илемлĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Халăх йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать, аш-какай сутса укçа-тенкĕ ĕçлесе тăвать. Паллах, çамрăк çемьсем те нумайланаççĕ. Ялта шкул çуккипе, пĕчĕккисене Тутарстанри Çĕнĕ Упи шкулне вĕренме яраççĕ. Кунпа пĕрлех ашшĕ-амăшне пăшăрхантаракан ыйту та тухса тăрать: мĕнпе леçмелле-ха ачасене шкула? Çак çивĕч ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕ контроле илме шантарчĕ.
В.ВИКТОРОВ.