Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле пурăнатăн, пĕчĕкçеç ялăм?

18 июля 2015 г.

Мĕнле пурăнатăн, пĕчĕкçеç ялăм?

Юнкун республикăра, çав шутра пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Шупашкартан килнĕ тата районта йĕркеленĕ информаци ушкăнĕсем ку хутĕнче чи аякра вырнаçнă пĕчĕк ялсене çитсе курчĕç, халăхпа тĕл пулса калаçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев тата Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн тивĕçĕсене туса пыракан Евгений Юшин Шăмăршă ял тăрăхне кĕрекен Канаш паççулккинче, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Денисов тата Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕçпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Наиля Зинетуллина Анат Чаткас ял тăрăхĕнчи Максим Горький паççулккинче, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн ертỹçи Владимир Петьков тата Чăваш Республикин стандартизаципе метрологи регион центрĕн директорĕ Сергей Абрамов Пуянкасси ял тăрăхĕнче пулчĕç, çынсемпе куçа-куçăн курса калаçрĕç. Информаци кунĕн темисемпе - 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вара коммуналлă çăмăлллăхсен тарифĕ улшăннипе çав çăмăллăхсемшĕн граждансен тỹлевĕ пирки тата пушар хăрушсăрлăхĕпе шыв çинчи хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса пурăнасси çинчен - калаçнă май ял çыннисем ыйтусем те чылай пачĕç. Информаци ушкăнĕсем вĕсем çине тулли хурав пама тăрăшрĕç, тỹрех татса пама май çук ыйтусене контроле илме сăмах пачĕç. Наиля Зинетуллинапа пĕрле эпир Шăмăршăран 25 çухрăмра вырнаçнă Максим Горький паççулккинче пултăмăр. Шупашкартан тата районтан килнĕ яваплă çынсемпе тĕл пулма («ырă çынсене курма килтĕмĕр», - терĕç ватăраххисем) тăхăр килĕллĕ ялта пурăнакансем пурте пуçтарăннă.

ИВАНОВСЕМ, ПИМЕНОВСЕМ, НИКОЛАЕВСЕМ...

АНАТ ЧАТКАС ял Пухăвĕн депутачĕ Юрий Иванов паççулккари чи ватă çынпа - 82-ри Вера Ивановна Пименовапа паллаштарчĕ. Чи çамрăкки вара - тăваттăри Максим Иванов икккен. - Кичем пурăнмастпăр, пĕрле пуçтарăнатпăр та çапла ĕлĕкхи юрăсене аса илсе шăрантаратпăр, - терĕ Вера Ивановна. - Ĕлĕк пирĕн колхоз та пурччĕ, тырă акнă, выльăх-чĕрлĕх усранă. Халĕ çур ял ытла - пенсионер. Çамрăксем аякри ялта пурăнасшăн мар, хуланалла туртăнаççĕ. Шухăшласан мĕн илĕртет вĕсене хулара? Халĕ ялта та пурте пур: асфальт çулĕ те, газĕ те, шывĕ те, спутникпе çыхăннă телевизорĕ те... Ивановсем, Пименовсем, Никола- евсем, Кондратьевсемпе Лентровсем пурăнаççĕ ялта. Уявсене те, çурланă кунĕсене те пĕрле паллă тăваççĕ, пĕрин мăнукне тепри пăхасси - кунта хăнăхнă йăла. Кăçалхи августăн 14-мĕшĕнче 80 çул тултаракан Зоя Петровна Иванова районта тухса тăракан «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата тем пек вуласшăн пулни çинчен пĕлтерчĕ. Иккĕмĕш çур çулта паççулккана пĕр хаçат та килсе тăмасть иккен. Почтальон штатне чакарнипе, çыхăну уйрăмĕ хаçат çырăннăшăн темиçе çынна укçине каялла валеçсе панă. «Мĕнле пурăнмалла-ха район хыпарĕсене пĕлмесĕр?» - пăшăрханаççĕ ватăсем. - Хăш ялта мĕн пулса иртнине те, районти улшăнусене те пĕлмесĕр пурăнатпăр вĕт». Анат Чаткас ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова çак ыйтăва çывăх кунсенчех татса пама сăмах пачĕ. Вырăнти депутат Юрий Иванов район хаçатне эрнере пĕрре Анат Чаткасран илсе килме пулчĕ. Ял çыннисем Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн тухтăрĕ Николай Яковлев халĕрех кăна кашни çын сывлăхне тĕрĕслесе тухни çинчен савăнсах пĕлтерчĕç. «Хăйпе пĕрле пуç ыратнине ирттерме, юн пусăмне чакарма, вар-хырăм пăсăлнине сиплеме пулăшакан эмелсем илсе килсен питех те аван пулĕччĕ - Шăмăрша кайса çỹреме питĕ инçе, ватлăхра çула тухасах та килмест», - терĕç ял çыннисем. Район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова çак сĕнĕве блокночĕ çине çырса хучĕ. Апла пулсан, ыйту ăнăçлă татăласса кĕтме пулать.

ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ - ЯЛ ПУЯНЛĂХĔ 

- Выльăх усраман çын - хисепсĕр. Пирĕн ялта кашни килĕрех картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, - пĕлтерчĕ Анат Чаткас ял тăрăхĕн депутачĕ Юрий Иванов. Юрий Николаевич çак ял депутачĕ çеç мар иккен, Анат Чаткасри Максим Горький урамĕнче пурăнакансем те иртнĕ суйлавра уншăн сасăланă. Халăх хисеплет ăна, уйрăмах ватăсем килĕштереççĕ. Депутат хăйĕн хуçалăхĕнче пĕр ĕнепе пилĕк вăкăр усраса пурне те ырă тĕслĕх кăтартать. Василий Иванов çемйи те пĕр ĕне, пилĕк вăкăр тата икĕ лаша тытать. Ялта йышлă сурăх усракансем те, хур- кăвакал ĕрчетекенсем те пур.

КАЙСА КУРĂР, ВĔРЕНĔР

РЕСПУБЛИКĂРИ сывлăха сыхлас ĕçпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Наиля Зинетуллина Максим Горький паççулккинче ĕçмен-туртман çынсем пурăнни çинчен пĕлсен питĕ тĕлĕнчĕ. - Раççейре ун пек ял та пур-ши? Сирĕн пата пурте килсе курччĕр, сиртен сывă пурнăç йĕркине юратма вĕренччĕр, - терĕ Наиля Хайрисламовна. Çапах та пирус туртакан пĕр арçын пур иккен, пурте хăй çине пăхнипе вăтанса вăл çынсен хыçне пытанчĕ. Çамрăк чух Шăмăршăри Акатуй паттăрĕ пулнăскер, юлашки çулсенче выляса туртсах усал йăлана хăнăхма пуçланă. «Пăрахмалла-ха туртма, ачасем те вăрçаççĕ, - ỹкĕнсе те пăшăрханса калаçрĕ вăл. - Сигарет илсе çулталăкра чаплă телевизор туянас укçа пĕтет вĕт. Сывлăха та сиенлет туртни, ỹсĕрттерме пуçларĕ». Шупашкартан тата районтан килнĕ медицина ĕçченĕсем халăхпа сывлăха упрасси пирки ытларах калаçрĕç пулсан, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Денисов вут-кăварпа тата шыва кĕнĕ чух асăрхануллă пуласси çинчен аса илтерчĕ. «Халĕ, çу кунĕсенче, ялта хуларан килнĕ ача-пăча нумай, вĕсем ашкăнса инкек туса хурасран Турă сыхлатăрах. Асăрхануллă пулни нихăçан та ытлашши мар», - çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕç усăллă калаçу хыççăн ял çыннисем.

И.САЛАНДАЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика