18 июля 2015 г.
Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикин 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулхи аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.Çак тапхăрта электро- тата оптика оборудованийĕ кăларакан организацисенче промышленноç производствин индексĕ -11,1 %, пир-авăр тата çĕвĕ производствинче - 7,6 %, металл мар минераллă продуктсем енĕпе - 2,1 %, резина тата пластмасса изделисем туса кăларассипе -1,7 % ỹснĕ. 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне тупăшсем енĕпе 20777,3 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, ку вăл 2014 çулхи çак тапхăр шайĕн 97,9 %пе танлашать. 2015 çулхи январь уйăхĕнчипе танлаштарсан, ĕç укçи енĕпе парăм 2 хута яхăн чакнă. Республикăри агрокомплекс аталанăвĕн кăтартăвĕсем те производство ỹснине çирĕплетеççĕ. Чăваш Ен сĕт ытларах туса илекен, выльăх (ĕне, сысна, сурăх, чăх-чĕп) шучĕ ỹсекен 8 регион йышне кĕнĕ.