18 июля 2015 г.
Ыйту çине районти социаллă хỹтлĕх пайĕ çакăн пек хурав пачĕ: - Шăмăршă районĕнчи социаллă хỹтлĕх пайĕ çăмăллăхсем илме тивĕçлĕ 5 пине яхăн çынна çăмăллăхсемпе пособисем парать. Çав шутра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 18 инваличĕпе участникĕ, 89 салтак арăмĕ, вилнĕ 2 вăрçă участникĕн арăмĕсем, «вĕри точкăсенче» службăра тăнă 37 ветеран, пĕтĕмĕшле чирпе инвалида тухнă 1458 çын, 12 донор, 579 ял ĕçченĕ. Районта нумай ачаллă 230 çемье, 22 опекунпа попечитель, ачасене усрама илнĕ 14 çемье шутланать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта федераци тата республика саккунĕсене пурнăçлама 38,94 миллион тенкĕ уйăрнă. Социаллă тỹлевсене пурне те вăхăтра тата туллин тỹленĕ. Пĕрремĕш çур çулта федераци çăмăллăхçисене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн тỹлеме 6455,2 пин тенкĕ уйăрса панă. Чăваш Республикин «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен» саккунĕпе килĕшỹллĕн, ĕç ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене 9281,95 пин тенкĕ тỹленĕ. Чăваш Республикин «Уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹлеме социаллă пулăшу парасси çинчен» саккунне пурнăçласа ял ĕçченĕсене уйăхсерен 4590,2 пин тенкĕ тỹленĕ. Халăха социаллă пулăшу памалли тĕп мерăсен шутне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн субсиди тỹлесси кĕрет. Районта пурăнакан 389 çемьене пурĕ 1292,1 пин тенкĕ субсиди тỹленĕ. Патшалăх ачаллă çемьесене пулăшасси çине уйрăмах тимлĕ пăхать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ачасемшĕн çакăн пек социаллă пособи тỹленĕ:- йывăр çын хĕрарăмсене тата ача çуратнă хыççăн паракан пособи - 12 çынна 6,75 пин тенкĕлĕх;- ачана 1,5 çула çитиччен пăхнăшăн паракан пособи - 132 çынна 3797,7 пин тенкĕлĕх;- ача çуратнă хыççăн пĕр вăхăтра паракан пособи - 31 çынна 440,36 пин тенкĕлĕх;- ачашăн уйăхсерен тỹлесе тăракан пособи - 1191 çынна 4937,78 пин тенкĕлĕх;- çемьере виççĕмĕш ача çуралнăшăн уйăхсерен паракан тỹлев - 92 çынна 3324, 98 пин тенкĕлĕх;- опекунсемпе попечительсене пурĕ 2170,40 пин тенкĕ, ача усрава илнĕ çемьесене 1116,30 пин тенкĕ тỹленĕ. Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парассине лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикинче республикăн «Ача амăшĕн капиталне» туса хунă, виçĕ е ытларах ача çуралнă 21 çемье кăçал 100-шер пин тенкĕ чухлĕ сертификат илнĕ. Саккун вăя кĕнĕренпе районти 146 çемьене çакăн пек сертификат панă, 18 çемье «Ача амăшĕн капиталĕпе» усă курнă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра районта вунсакăр çула çитичченхи виçĕ е ытларах ачаллă 230 çемье шутланать, вĕсенче 727 ача çитĕнет. 2015 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа Чăваш Республикин «Çемьере виççĕмĕш е ытларах ача çуралнăшăн (усрава илнĕшĕн) уйăхсерен укçа тỹлевĕ парасси çинчен» Саккунĕпе килĕшỹллĕн кашни çынна пурăнмалли минимумран пĕчĕкрех тупăш илекен 92 çемье пулăшу илсе тăрать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ĕç стажне шута илсе 40 çынна «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ», 25 çынна «Ĕç ветеранĕ» ятсем панă. Çулталăк пуçланнăранпа аслă çулсенчи 8 çынна «Вега» санаторире сывлăха сиплеме путевка уйăрса панă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнчи 155-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн (асăннă Указ 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ) хĕрарăмсен ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăх, арçынсен 42 çул та 6 уйăх пулсан «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ » ята илме май пур. Паянхи кун тĕлне 162 заявлени йышăннă.