Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх савăнмалăх пултăр

18 июля 2015 г.

Сывлăх савăнмалăх пултăр

Пĕрлĕхлĕ  информаци кунне ирттерме пирĕн района Шупашкартан Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕçпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Наиля Зинетуллина та килнĕччĕ. Хаçат корреспонденчĕ унпа тĕл пулса калаçрĕ.

- Наиля Хайрисламовна, Эсир пирĕн районта темиçе хутчен те пултăр ĕнтĕ. Пĕр пытармасăр калăр-ха: килĕшет-и Сире Шăмăршă тăрăхĕ?

- «Килĕшет» тени кăна сахал, эпĕ вăрманлă, улăх-çаранлă Шăмăршă тăрăхне юратса пăрахрăм! Кунта сывлăш та уçăрах пек, вăрман та илемлĕрех пек, ертỹçĕсем те сывă пурнăç йĕркишĕн ытларах тăрăшнă пек туйăнать. Туйăнать çеç мар, ку чăнласах та çапла. Информаци кунне хутшăннă май, эпĕ нумай çынпа тĕл пулса калаçрăм. Ытларахăшĕ районта сывлăха сыхлас ĕçе начар мар йĕркеленине палăртать. Ялта пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе районти тĕп больница коллективĕ çав тери пысăк ĕç тăвать.

- Эсир - республика пĕлтерĕшлĕ ертỹçĕсенчен пĕри. Çавăнпа та Чăваш Енри лару-тăру пирки те лайăх пĕлетĕр ĕнтĕ. Укçа-тенкĕ çителĕксĕрри медицина çинче палăрмасть-и?

- Республикăри кашни муниципалитет районĕнчех тĕп больница ĕçлет. Вĕсене пĕрне те чакарман, чакарма палăртмастпăр та. Халăх таçта çити каймасăрах медпулăшу илме пултартăр тесе юлашки пилĕк çул хушшинче пĕтĕмĕшле тухтăр практикин тата 20 уйрăмне уçнă, вĕсенче кăнтăрлахи стационар койкисем йĕркеленĕ. Ятарлă медпулăшу пама территорисем хушшинче 12 центр ĕçлет. Чăваш Рееспубликинче 2009 çултанпа фельдшер-акушер тата фельдшер пункчĕсен инфратытăмĕ палăрмаллах çирĕпленчĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнчи 124-мĕш Указне пурнăçласа «Çĕнĕ 100 ФАП» программа пурнăçа кĕрет.

- Пирĕн республикăра çак кунсенче ĕçлĕ çулçỹревпе РФ Сывлăх сыхлав министерствин тĕп онкологĕ, медицина наукисен докторĕ Михаил Давыдов профессор пулни çинчен пĕлтĕмĕр. Мĕнле тĕллевпе килнĕ-ха вăл Шупашкара?

- Михаил Иванович Давыдов академик «Республикăри онкологин клиника больници» БУн диагностика корпусĕнче пулчĕ, кунти ĕçсемпе паллашрĕ. Асăннă кун онкологи диспансерĕн коллективĕшĕн тепĕр пулăмпа асра юлчĕ - диагностика корпусĕнче телемедицина центрĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Ăна уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова та хутшăнчĕç. Михаил Давыдов академик палăртнă тăрăх, асăннă клиника учрежденийĕ - Раççей Федерацийĕнче чи лайăххисенчен пĕри. Раççейĕн тĕп онкологĕ клиника ĕçне çакăн пек пысăк хак пани, паллах, пире савăнтарать. Аталану çулĕпе малалла утмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика