Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çỹп-çапа канмалли кун та тасатмалла

22 июля 2015 г.

Район центрĕнчи çỹп-çап тăкмалли контейнерсем канмалли кунсемпе уяв кунĕсенче тулса тăкăнни, пĕтĕм тасамарлăх урам тăрăх сапаланни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çак йĕркесĕрлĕхе курма хăнăхса çитрĕмĕр пулмалла. Коммунальщиксем ахаль çынсем каланине итлесшĕн те мар, телефонпа шăнкăравласан та бюрократла хăтланаççĕ. Çỹп-çапа вăхăтра турттарса тăрас, район центрĕнче тата ялсенче тирпей-илем тăвас ыйтăва тунтикун район администрацийĕнче иртнĕ планеркăра та çивĕч çĕкленĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев ку ĕçре канмалли кунсем пулмалла марри çинчен çирĕп асăрхаттарса каланă.«Тирпей-илем - район сăн-сăпачĕ. Тулса тăкăнакан контейнерсем район ятне, çакăнта ларакан яваплă çынсен ятне яраççĕ», - тенĕ Валерий Петрович. Планеркăра район пурнăçĕнчи ытти ыйтусене те пăхса тухнă. Вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшли - вырма ĕçĕсене пур енчен те хатĕрленсе кĕтсе илесси. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку ĕçре нимĕнле вак-тĕвек çитменлĕх пулмалла марри çинчен палăртсах каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика