Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăм - арăм мар, ăшшăн калаçни те пулăшаймĕ…

22 июля 2015 г.

Юлашки çулсенче «управляющи компанийĕ» тенине тăтăш илтме пуçларăмăр. Çынсем, уйрăмах хулара е район центрĕнче пурăнаканскерсем, управляющи компанийĕн ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине те палăртаççĕ, «ним тумасăр укçа илсе пурăнакан харампыр» тесе калакан та тупăнать. Тĕрĕссипе лару-тăру мĕнлерех-ши? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе эпĕ Шăмăршă районĕнчи «Жилкомсервис» УК» ООО директорĕпе Алмаз Садретдиновпа тĕл пулса калаçрăм.

- Алмаз Агзамович, сирĕн организацие мĕнле тĕллевпе туса хунă-ха? «Управляющи компани» тенине мĕнле ăнланмалла?

- ЖКХри управляющи компани - нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсемпе туллин усă курас, вĕсене техника тата санитари енчен тивĕçтерсе тăрас тĕллевпе йĕркеленĕ юридици сăпачĕ (лицо). Эпир Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе тата Пурăнмалли çурт-йĕр Кодексĕн положенийĕсемпе никĕсленсе ĕçлетпĕр. Управляющи компанийĕн тĕп тивĕçĕ пĕрлехи заказчикăн функцийĕсене пурнăçласси пулса тăрать. Эпир пурăнмалли çурт-йĕр хуçисемпе килĕшỹ йĕркелетпĕр тата çак договор мĕнле пурнăçланнине çирĕп контроллесе тăратпăр.

- Шăмăршă - пысăк ял мар, сирĕн ĕçĕр те - куç умĕнче. Мĕнпе мухтанма е мĕншĕн пăшăрханма пултаратăр эсир хăвăрăн ĕçĕрте?

- Районăн пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнче нумай хваттерлĕ 51 çурт шутланать. Çак çуртсене пирĕн управляющи компани пăхса-юсаса тăрать. Хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ çуртсене 2015-2016 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлетпĕр. Шывпа тивĕçтермелли тата канализаци сетьĕсен 70 процентне яхăн юсарăмăр ĕнтĕ. Çăва тухнăранпа хăшпĕр çуртсен çивиттийĕсене - пурĕ 790 тăваткал метр - çĕннипе улăштарнă. Пире чи пăшăрхантараканни - хăшĕ-пĕри коммуналлă çăмăллăхсемшĕн (çурта тытса тăма тата çỹп-çапа турттарма кайнă тăкаксемшĕн, сивĕ шывпа, канализаципе, центрти кательнăйран килекен ăшăпа, газопроводпа усă курнăшăн) вăхăтра укçа тỹлеменни.

- Парăм пысăк-и вара?

- Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм 700 пин тенкĕ ытла пуçтарăннă. Çак укçана илейменнипех нумай хваттерлĕ çуртсене хĕле хатĕрленĕ тата юсаса илемлетнĕ çĕрте пысăк йывăрлăхсем тухса тăчĕç.

- Парăмçăсенчен укçа шыраса илес тĕлĕшпе управляющи компани мĕн те пулин тăвать-и? 700 пин тенкĕ парăм пĕр уйăхра пуçтарăнман вĕт-ха, хăшĕ- пĕри, тен, çулталăкĕпех тỹлемест пулĕ?

- Парăмçăсене пуçран шăлса каçармастпăр, паллах. 238 пине шыраса илес тĕлллевпе район судне ĕç тăратрăмăр. Ытти суммăна та çывăх вăхăтра шыраса илме палăртатпăр. Документсене суда яриччен, паллах, парăмçăсене çирĕп асăрхаттаратпăр. Енчен те хваттерте пурăнакан çын пĕлсе тăрсах темиçе уйăх таран коммуналлă çăмăллăхсемшĕн укçа тỹлемест пулсан, ăна суд йышăнăвĕпе ирĕксĕрлесе япăхрах хваттере куçарас ыйтăва та татса паратпăр.

- Алмаз Агзамович! Куратпăр ĕнтĕ, сирĕн ĕçĕр пĕрре те çăмăл мар иккен, халăхри пек каласан: «çынпа вăрçăнмалли, çынна çилентермелли ĕç». Сирĕн ĕçĕре ниепле те ăмсанмаллисен шутне кĕртес килмест...

- Коммуналлă çăмăллăхсемшĕн вăхăтра татăлса пыракансемшĕн эпир - яланах ырă. Парăмçăсене вара ăшă сăмахпа итлеттерейместĕн, вĕсем суд чĕлхине кăна лайăхрах ăнланаççĕ пулмалла. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, шанса панă должноç мана саккунпа килĕшỹллĕн ĕçлеме хушать. Раççей Федерацийĕн саккунĕнче вара коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн кашни уйăхрах туллин тỹлесе пымалли çинчен пурне те ăнланмалла çырнă.

И.САЛАНДАЕВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика