Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гуманитари посылкисенче - вĕренỹ хатĕрĕсем

25 июля 2015 г.

2015  çулхи çуркунне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Павел Астахов Луганск тата Донецк халăх республикисенчи пĕрремĕш класа шкула каякансене пулăшмалли акци ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак пуçарăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Михаил Игнатьев ырласа йышăннă. Акцие Чăваш Республикинче пурăнакансем те хастар хутшăннă, пурĕ 800 пин тенкĕ ытлалăх вĕренỹ хатĕрĕсем, канцеляри таварĕсем тата спорт формисем пуçтарса панă. Июлĕн 16-мĕшĕнче гуманитари пулăшăвĕн 320 ытла чĕркемне - 3 тонна чухлĕ - Мускава ăсатнă. Кунтан çак пулăшăва çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн Луганск тата Донецк халăх республикисене çитерĕç. Михаил Игнатьев ырă пуçарăва чĕререн ăнланса йышăннă кашни çыннах хĕрỹллĕн тав тăвать, çак акци пиншер ачана вĕренме тата тарăн пĕлỹ илме пулăшасса çирĕп шаннине палăртать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика