25 июля 2015 г.
«Ачасен поликлиникисем пирки калас пулсан, чи лайăх ĕçлекен поликлиникăсем Чăваш Республикинче, Ханты-Манси автономи округĕнче, Саратов облаçĕнче вырнаçнă, çитĕннисен поликлиникисем вара - Ханты-Манси автономи округĕпе Мускавра».
(Раççей Федерацийĕн Сывлăха сыхлас ĕç министрĕ Вероника СКВОРЦОВА «Вести.Ru» агенство журналистне панă интервьюран).
Июлĕн 23-мĕшĕнче Раççей сывлăха сыхлас ĕç министрĕ Вероника Скворцова «Раççей поликлиникисем: халăха амбулатори пулăшăвĕ панин пахалăхĕ тата пулăшупа усă курма май пурри» ыйтупа мультимедийнăй пресс-конференци ирттернĕ. Çак мероприяти вăхăтĕнче Раççейри халăха амбулатори пулăшăвĕ паракан поликлиникăсен рейтингĕ çинчен пĕлтернĕ. Çĕршыври 80 регионри 1283 медучреждени ĕçне хак панă. Рейтинг тăрăх Шупашкарти ачасен пĕрремĕш номерлĕ больници Раççейри чи лайăх поликлиникăсен шутне кĕнĕ, 8,973 балл пуçтарнă.
А.АЛЕКСАНДРОВ.