25 июля 2015 г.
Çемьере пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кун пек чухне харкашу та пулмасть. Упăшкипе арăмĕ хирĕçсе пурăнни ачасен психикине те начар витĕм кỹрет. Административлă комиссин черетлĕ ларăвĕнче хальхинче çемьере хирĕçỹ-харкашу çĕклекенсем пирки çырнă протоколсене пăхса тухрĕç, çак çынсене хăйсен киревсĕр ĕçĕсем пирки ăнлантарса пама ыйтрĕç. Ларура Палтиелĕнчи виçĕ арçынна, Энтĕрьелĕнчи пĕр арçынна, вĕсем хăйсен мăшăрĕсемпе хирĕçнĕ май, Чăваш Республикин «Административлă право йĕркине пăсни çинчен» саккунĕн 19 статйипе килĕшỹллĕн, 500-шер тенкĕ штраф тỹлеттермелле турĕç. Кил хуçисем малашне хăйсене йĕркеллĕ тытмасан, вĕсем пирки тата çирĕпрех мерăсем йышăнаççĕ. «Çынна ан çап, аллу хăрĕ», - тенĕ ваттисем. Çак чăнлăха яланах асра тытмалла. Мĕнле тарăхнă чухне те хăвна ху тытса чарма пĕлмелле. Çакна арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те манас марччĕ.
В.ДАВЫДОВ.