Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле канатăр, тусăмсем?

25 июля 2015 г.

Мĕнле канатăр, тусăмсем?

Шкулсенче çуллахи каникул вĕçлениччен уйăх ытларах çеç юлчĕ. Мĕнле ирттереççĕ-ха кану кунĕсене ачасем? Пирĕн корреспондент Шăмăршă урамĕсенче тĕл пулнă вĕренекенсемпе калаçнă.

АРТЕМ, 12 çулта:

- Асаннепе вăрмана çырла татма çỹретпĕр. Вăрăмтунасем çыртаççĕ те, маçпа сĕрĕнетпĕр. Эрнере пĕр хутчен «Туслăх» спорт комплексĕнчи бассейнра ишсе савăнатăп.

ДАША, 10 çулта:

- Тантăшсемпе тĕрлĕ вăйăсем вылятпăр, библиотекăна çỹретпĕр. Каникул кунĕсенче пилĕк кĕнеке вуласа тухрăм.

МАКСИМ, 11 çулта:

- Компьютер умĕнче ларма юрататăп. Мĕнле кăна интереслĕ вăйăсем çук унта! Шел, аттепе анне компьютер умĕнче нумай лартасшăн мар, сывлăхшăн сиенлĕ теççĕ. Кукамая пахчара çум çумлама, кăвакалсемпе чăхсене апат пама пулăшатăп. Чăх çăмартисене те йăваран хамах пуçтаратăп. Аттепе анне ĕçрен таврăнсан, пурте пĕрле вăрмана çỹретпĕр. Хура çырлапа çĕр çырли нумай пуçтартăмăр, анне варени хатĕрлерĕ. «Хĕл хырăмĕ пысăк», - тет кукамай. Вăрманта кăмпа шăтса тухсан мана та пĕрле илсе кайма шантарать.

НАСТЯ, 9 çулта:

- Каникул кунĕсенче аннепе иксĕмĕр Волгоград хулине тăвансем патне кайса килтĕмĕр. Тăван çĕршыв-Аннене халалласа лартнă пысăк палăка курса тĕлĕнтĕм. Атăл тăрăх теплоходпа ишрĕмĕр, ГЭС курни те асăмран тухмасть. «Туслăх» спорт комплексĕн бассейнĕнче ишсе, çерем çинче чупса-выляса савăнатпăр. Шел, каникул вĕçленсе пырать, шкула кайма хатĕрленме тытăнтăмăр.

И.АНАТКАС калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика