25 июля 2015 г.
Çакна асра тытмалла: Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн даннăйĕсем тăрăх, çын сывлăхĕ мĕнле пуласси 10-15 процент кăна медицина шайĕнчен килет. Ытти вăл - таврари хутлăх, сывă пурнăç йĕрки, тĕрĕс апатлану тата чун лăпкăлăхĕ. Кашни çыннах табак туртма тата ĕçкĕпе иртĕхме пăрахма, физкультурăпа тата спортпа туслашма пултарать. Сывлăха лайăх шайра тытма уçă сывлăшра куллен çур сехет уçăлса çỹрени те çителĕклĕ. Ăна тума хаклă тăракан инвентарь е хатĕр-хĕтĕр те кирлĕ мар.
(М.В.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çыруран).
ЫРĂ çын яланлăхах каять - ĕмĕр асăнмалăх ырă ячĕ юлать. Акă Шăмăршăра пурте хисеплекен тава тивĕçлĕ тухтăр Елена Васильевна Долгова пурăнатчĕ. 56 çул хушши район халăхĕн сывлăхне çирĕплетессишĕн пĕтĕм вăй-халне парса тăрăшнă вăл. Шел, кăçалхи мартăн 24-мĕшĕнче йывăр чире пула Елена Васильевна пиртен уйрăлса кайрĕ.«Çĕршывшăн чи хăрушши - халăх хăйĕн сывлăхĕшĕн кирлĕ пек тăрăшманни, - пăшăрханса калаçатчĕ ватă тухтăр. - Халĕ ĕçке ярăннисем сахал мар, усал йăлана хăнăхакансем çамрăксем хушшинче нумайланни хăратать. Çакна манмалла мар: сывă наци çеç çĕршыва хỹтĕлеме, ăна упрама тата тĕреклетме пултарать». Елена Васильевна пирĕн пурнăçра уявсен шучĕ шутсăр нумайланнишĕн, вĕсем нихăçан та эрех-сăрасăр иртменнишĕн хытă тарăхатчĕ. Уявсем хыççăн вăл е ку чирпе больницăна килекенсем нумай, сасартăк вилсе каякансем те пур. Икшер эрнене тăсăлакан Çĕнĕ Çул уявĕнче кашни çулах районта эрехпе наркăмăшланса вилнĕ тĕслĕхсем пулаççĕ. Юлашки çулсенче чĕре чирĕпе вилекенсем нумайланнă. Ялсенче симĕс шĕвек ытамне путакансем сахал мар. Шухăшлаттараканни - вĕсем хушшинче çамрăксем пурри. Тата хăрушши - хăшпĕр амăшĕсем те эрех-сăра енне туртăнни. Çакăншăн чунтан пăшăрханатчĕ Е.В.Долгова. Арçынсем аякка ĕçлеме тухса кайнă май хăшпĕр хĕрарăмсем ирĕклĕхе туйса илеççĕ. Хĕрарăмăн вара чи малтан ача çинчен шухăшламалла. Шел, Елена Васильевна пурнăçран уйрăлса кайнăранпа район больницинче ĕçлекен пĕр тухтăр та эрех-сăра сиенĕ çинчен çырмарĕ, ăçта та пулин иртнĕ ял пухăвĕнче те алкоголизм хăрушлăхĕ пирки калаçнине илтмен. Мĕн, çак ыйту çивĕч тăма пăрахрĕ-и пирĕн пурнăçра е вăл Долгова тухтăра кăна пăшăрхантарнă-и? «Çамрăксемпе ĕçлессине вăйлатмалла, - тетчĕ Елена Васильевна. - Черчен те çепĕç чунсене тĕрĕс çул çине тăратмаллах. Çакăншăн кашниех яваплă. Çитĕнекен ăрăва сывлăха упрама вĕрентмелле». Долгова тухтăр çĕршыв ертỹçисем ГТО нормисене çĕнĕрен пурнăçа кĕртме йышăннине ырлатчĕ, Хусанти медицина институтĕнче вĕреннĕ çулсенче хăй çăмăл атлетикăпа хула чемпионĕ пулни çинчен савăнсах каласа паратчĕ. Сывлăха сутăн илеймĕн. Сывлăх хавшасан çеç вăл пирĕншĕн хаклă пулнине туйса илетпĕр. Çирĕп сывлăхлă пулас тесен хускану ытларах тумалла, теççĕ тухтăрсем. Хускану тунă чух юн вылять, чĕре те лайăх ĕçлет, шăм-шак та çемçелет, кăмăл та ырă. Районта физкультурăпа спорта аталантарма майсем çителĕклĕ, кашни çынах хăйĕн сывлăхне çирĕплетме пултарать. Шел те, нумайăшĕ çуран утма та пăрахрĕ. Ачасене те садике çăмăл автомашинăпа леçетпĕр, ĕçе те çуран çỹрес килмест. Ачасем киле таврăнсан урамра выляс вырăнне компьютер умне лараççĕ. Хускану - пурнăç. Çавăнпа та ытларах çуран çỹреме, чупма-сикме тăрăшмалла, вăй-хал ĕçне пурнăçламалла. Ачана та çакна пĕчĕккĕллех ăша хывма хăнăхтармалла. ДОЛГОВА тухтăр çырнă статьясене пуçтарса пĕр хулăн кĕнеке кăларма пулать. Кĕнекене эпĕ «Сывлăха сутăн илеймĕн» ят панă пулăттăм. Пурăннă пулсан, çак ятпа Елена Васильевна хăй те килĕшнĕ пулĕччĕ. Шел, кунашкал кĕнекене туянакансем нумай пуласси иккĕлентерет, мĕншĕн тесен эпир сывлăхшăн тăрăшма пăрахнипе пĕрлех вулама та пăрахса пыратпăр.
И.САЛАНДАЕВ.