Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕн халалĕпе

25 июля 2015 г.

Ашшĕн халалĕпе

ВĂРÇĂ умĕн çуралнă ачасем... «Атте» сăмаха каласа та курман çурма тăлăхсем...Епле ỹссе çĕкленме пултарнă-ши эсир? Ăçтан вăй-хăват çитернĕ-ши йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах талпăнма?

... Алексей Хураськин, Çĕнĕ Шăмăршă ялĕн çĕр ĕçченĕ, вăрçа тухса кайнă чухне мăшăрне çапла каласа хăварнă:- Ачамсене тăваттăшне те вĕрентме тăрăш... Пысăк пĕлỹллĕ çынсем çитĕнтер... Валя хĕрĕм шкулта ачасене вĕрентекен пултăр...Çук, астумасть Валентина Алексеевна Ларшникова ашшĕ хăйĕнпе ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă саманта... 1940-мĕш çулта çуралнăскер, ун чухне вăл çулталăкра пулнă. Тумхахсем тупăнсах тăнă унăн çулĕ çинче. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн шкула пăрахма тивнĕ: амăшĕ йывăр чирлесе ỹкет. Аслисем ỹссе çитĕнсе ĕçлеме те пуçланă ĕнтĕ – Митрофанпа Михаил тетĕшĕсем тĕрлĕ шкулсенче физикăпа математикăна вĕрентнĕ. Кĕçĕнни пулнăран, пĕтĕм хуçалăх ĕçĕсем 14 çулхи Валентина çине тиеннĕ. Çав вăхăтрах, май килнĕ таран, колхоз ĕçне те хутшăннă ĕçчен хĕрача: аслисемпе пĕр тан тырă вырнă, кĕлте çыхнă, авăн çапнă... Çапла икĕ çул иртнĕ. Майĕпен амăшĕ те сывалма пуçланă. Эппин, шкула тепĕр хут кайма та юрать. Унчченхи пекех тăрăшса вĕренĕччĕ вăл аслă классенче те. Ашшĕн халалĕ асрах тăнă-çке! Çапла мал ĕмĕтлĕ хĕр каллех Шăмăршă шкулне саккăрмĕш класа таврăнать. Кашни кунах, шкула тухса кайиччен, ир-ирех тăрса ĕне суса кĕтĕве ăсатма та, пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе пăхса хăварма та ĕлкĕрнĕ вăр-вар хĕрача. Амăшне ăшă сĕт ĕçтерсе картиш тирпейленĕ хыççăн вара шкула, кỹршĕ яла, пĕр канми чупса çитнĕ. Вунтăххăрти Валентина Хураськина (хĕр чухнехи хушамачĕ) вăтам шкула ăнăçлă вĕçлесе тỹрех заочно майпа Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Çав çулах Палтиелĕнчи вăтам шкулта аслă пионервожатăй пулса ĕçлеме тытăнать. Уптă çул шкул ачисен уроксем хыççăнхи вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттерессишĕн вăй хурать. Киленсе, пысăк хавхаланупа ĕçлет. Юрра-ташша ăста вожатăй тăрăшнипе часах Палтиел шкулĕ «ташлакан шкул» пулса тăрать. Çав çулсенче ачасен ташă коллективĕ районти смотр-конкурссенче тăтăшах пĕрремĕш вырăн йышăнать. 1965 çултанпа Валентина Алексеевна - Кивĕ Шăмăршăри пуçламăш шкул учителĕ. Пысăк яваплăха туйса, вăй-халне шеллемесĕр 30 çул – мĕн пенсие тухичченех - ĕçлет вăл кунта. 1983 çултанпа пуçламăш шкул заведующийĕн тивĕçне те шанса параççĕ хастар вĕрентекене. Çак çулсенче шкул Кивĕ Шăмăршă ялĕнче чăн-чăн пĕлỹпе культура центрĕ пулса тăрать. Шкул ачисем, тарăн пĕлỹ илнисĕр пуçне, тăван халăхăн авалтан пыракан ырă йăли-йĕркине те вĕренсе пынă. Валентина Алексеевнăн пĕчĕк артисчĕсем районти Культура Керменĕнче е Акатуйра пысăк ăсталăхпа чăваш юррисене шăрантаратчĕç. Тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă, чăваш орнаменчĕсемпе илемлетнĕ хăю е пиçиххи çыхнă ташăçăсене Валентина Ларшникова епле мăнаçлă ертсе тухатчĕ сцена çине – пăхса ытармалла мар! Республикăри фольклор фестивалĕсене хутшăнма та пĕрре кăна мар тивĕçнĕ ачасен пултарулăх коллективĕ. Сăмах май, ачасен костюмĕсене çĕлекенни те, тĕрĕсемпе-теветсемпе капăрлатаканĕ та вăл хăех пулнă. Иван Михайлович Соргин, районти методика кабинечĕн ертỹçи, В.А.Ларшниковăн ĕçĕ-хĕлĕпе питех те кăмăллăччĕ. Шкул хуçалăхне тирпейлĕ тытса пырас тата вĕрентỹ ĕçне тĕрĕс йĕркелес ăсталăхне пысăк хак паратчĕ. Ахальтен мар пултаруллă вĕрентекен «Аслă учитель» ята тата РСФСР Çутĕç министерствин Хисеп Грамотине те тивĕçнĕ. Тăватă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем мăшăрĕпе. Пурте аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ. Тĕрлĕ професси суйласа илнĕ вĕсем: Игорь – провизор, Шăмăршă районĕн тĕп фармаци аптекин директорĕ; Лариса - фармацевт, хушма аптекăн ертỹçи; Марина - юрист, почта уйрăмĕн ертỹçи; Ирина – экономист, предприниматель. Кашниех ял çинче ырă ят-сумлă. Вунпĕр мăнукĕпе пĕр кĕçĕн мăнукĕ савăнăç кỹреççĕ Валентина Алексеевнăна. Тата 75 çулхи юбилейĕпе ăна чĕререн саламлакансен хушшинче пĕртăван Ларшниковсем: Слава, Костя, Петя. Вĕсене, амăшĕсĕр тăлăха юлнă пĕчĕкскерсене, хăй çемйине йышăнса чун ăшши панă чăн-чăн Педагог. Тăван ачисем вара аслă тетĕшĕсем хăйсемпе пĕр тăван пулманнине ỹссе çитсен кăна пĕлнĕ. Çакă мана питех те тĕлĕнтерчĕ. Хĕрỹ чĕреллĕ хĕрарăм тăван ачисене те, усрава илнисене те пĕр тан юратса пăхса ỹстернĕ....Телейлĕ тесе шутлать хăйне Валентина Алексеевна. Ашшĕн ĕмĕтне чыслăн пурнăçланă вăл. Ачисем, ял-йыш ăна сума сăвать. Кивĕ Шăмăршă ялĕнче «Чи хисеплĕ хĕрарăм» ята та тивĕçнĕ. 75 çулхи юбилейне йышлă çемйинче тулли кăмăлпа, çутă ĕмĕтсемпе кĕтсе илет вăл. Çирĕппĕн, шанчăкпа пăхать пуласлăха. Яланах çапла пултăрччĕ!

Г.ИВАНОВА,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ,Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика