25 июля 2015 г.
Вырăсла-чăвашла словарьте коррупци сăмаха «сутăну, укçашăн сутăнни» тесе куçарнă. «Сутăнчăк!» темелле апла коррупципе çыхăннă çынна. Ахальтен мар ĕнтĕ çак усал «чире» хирĕç çĕршывĕпех çивĕч кĕрешỹ пуçарнă. Массăллă информаци хатĕрĕсем коррупципе çыхăннă тĕлĕнсе каймалли тĕслĕхсене илсе кăтартаççĕ. Хăшпĕр пысăк пуçлăхсем патшалăх укçине миллионĕ-миллионĕпе вăрланине, миллионĕ-миллионĕпе взятка илнине тупса палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне коррупципе кĕрешмелли тĕп документ федерацин 2008 çулхи декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнчи «Коррупципе кĕрешесси» 273-мĕш саккунĕ пулса тăрать. Унта палăртнă тăрăх - коррупци шутне служба вырăнĕпе хăйне кирлĕ пек усă курни, взятка пани тата ăна илни, полномочисемпе иртĕхни, коммерци тĕлĕшĕнчен сутăн илни тата хăйсене пайталлă пултăр тесе патшалăхпа обществăн саккунлă интересĕсемпе килĕшсе тăман ĕçсем шутланаççĕ. Федераци саккунĕсемпе килĕшỹллĕн коррупци сĕмĕллĕ преступлени тунăшăн уголовлă, административлă, гражданла право тата дисциплинарлă явап тыттараççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикин прокуратури влаç органĕсем йĕркене пăснă 2 пин тĕслĕхе тупса палăртнă. Взятка илекенсене алăранах ярса тытнă тĕслĕхсем пур. Чăнах та, Мускаврисемпе танлаштарсан аякри регионсенче взятка виçи пĕчĕкрех, анчах 50, 60, 100 пин илнĕшĕн те саккун хытă айăплать. Тĕрмене хупма та пултараççĕ. Таса чунпа, патшалăх малалла аталантăр тесе тăрăшса ĕçлекен çынсем, пирĕн хисеплĕ ветерансем коррупцие тымарĕпех кăклама ыйтаççĕ. Ку тĕлĕшпе уççăнлăха анлă çул пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Михаил Игнатьев журналистсемпе тĕл пулнă чух вырăнсенчи коррупци палăрăмĕсем çинчен пĕр пытармасăр çырса кăтартма чĕнсе каларĕ.
С.ИВАНОВ.