29 июля 2015 г.
Июлĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Финанс министрĕпе Антон Силуановпа ĕçлĕ лару- тăрура тĕл пулнă. Михаил Игнатьев Финанс министрне республикăна нумай çул хушши пулăшса пынăшăн тата Чăваш Енпе килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав тунă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе 2015 çулта Чăваш Республикине çулталăкшăн 0,1 процент тỹлемелле 3,2 млрд тенкĕ бюджет кредичĕ панă. Çак укçана маларах пысăкрах процентпа илнĕ коммерци банк кредичĕсемшĕн тỹлеве саплаштарма усă курнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев РФ Финанс министрне Антон Силуанова республика бюджечĕн параметрĕсемпе тата расчечĕсемпе паллаштарнă. Антон Силуанов, çак информацие тĕплĕн тишкерсе тата тỹлес пултарулăха тĕрĕс хакласа, Чăваш Республикине кăçал тата хушма бюджет кредичĕ пама килĕшнĕ. Антон Силуановпа Михаил Игнатьев çавăн пекех Чăваш Республикине халăха ĕçпе тивĕçтермелли республика программине пурнăçа кĕртме хушма субсиди уйăрса парас ыйтăва та сỹтсе явнă. Тĕлпулу кăтартăвĕсем тăрăх ĕçлĕ канашлу иртнĕ, унта республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене, çавăн пекех маларах тунă килĕшỹсем мĕнле пурнăçланнине сỹтсе явнă.
ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн пресс-служби.