29 июля 2015 г.
ШĂМĂРШĂРИ пĕччен ватăсем пурăнмалли икĕ хутлă çурт таçтанах хăйĕн илемĕпе илĕртет. (Объекта «СтроительПлюс» ООО ĕçченĕсем тунă). Çак çурта августăн 19-мĕшĕнче хута яма палăртнă. Миçе пĕччен ватăна йышăнма пултарать-ха хальхи çĕнĕ проектпа тунă учреждени? Унта пурăнмалли условисем мĕнлерех пулĕç? Çак тата ытти ыйтусем тавра пынă та ĕнтĕ «Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центр» бюджет учрежденийĕн директорĕ пе А.Вазановпа пирĕн корреспондент хушшинчи калаçу.
- Андрей Петрович, районти миçе пĕччен ватă пурăнма пуçлать çак хăтлă çуртра?
- Пурĕ 30 пĕччен ватăна йышăнма пултарать çĕнĕ учреждени. Кашни пỹлĕмре икшер çын пурăнĕ.
- Мĕнлерех условисенче пурăнĕç вĕсем?
- Кашни ватă валли пỹлĕмре йывăç кравать, çемçе пукан, уйрăм тумбочка вырнаçтарнă. Шифоньер - икĕ уйрăм секциллĕ. Пỹлĕме кĕнĕ çĕрте, уйрăм пĕчĕк пỹлĕмре - туалет, умывальник тата çăвăнмалли вырăн. Тепĕр енче - çиелти тумтире хывса çакмалли вешалка, атă- пушмак хумалли сентре. Пỹлĕмсенче - çутă. Вĕсенче чечексем те ешерĕç, ватăсен кăмăлне çĕклĕç.
- Ватăсен, çулĕсене кура, сывлăхĕсем çирĕпех мар ĕнтĕ. Вĕсен сывлăхне пăхса-тĕрĕслесе тăрас енĕпе мĕнлерех мерăсем йышăнатăр?
- Пĕччен ватăсене, вĕсен хушшинче, паллах, инвалидсем те пур, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине яланах малти вырăна хуратпăр. Ку енĕпе район больницин администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Учрежденин çĕнĕ çуртĕнче медицина пулăшăвне йĕркелес ыйтăва Ирина Смирнова тĕп врачпа тĕплĕн сỹтсе яврăмăр. Пĕччен ватăсем пурăнмалли уйрăмра процедура кабинечĕ пур. Ăна хальхи медицина обору- дованийĕпе тивĕçтеретпĕр. Кабинетра сĕтел-пукан вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Ватăсен сывлăхне Екатерина Мандрюкова врачпа Алевтина Филиппова медсестра тĕрĕслесе тăрĕç, кирлĕ пулсан, тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парĕç. Кунсăр пуçне учрежденире ингаля- ципе магнит терапийĕн процедурисене туса ирттермелли физиокабинет тата нерв системине çирĕплетме пулăшакан ятарлă пỹлĕм те пулĕ. Тренажер-велосипед та кỹрсе килетпĕр.
- Шăмăршăрисĕр пуçне, Палтиелĕнче тата Пăчăрлă Пашьелĕнче те пĕччен ватăсем пурăнмалли уйрăмсем ĕçлеççĕ. Райцентрта çĕнĕ учреждени хута кайнă май, çỹлерех асăннă уйрăмсем хупăнаççĕ-и?
- Паллах. Палтиелĕнчи тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи уйрăмсенчи пĕччен ватăсем райцентрти çĕнĕ проектпа тунă, хальхи условисене туллин тивĕçтерекен учрежденире пурăнма пуçлĕç. Асăннă уйрăмсенчи социаллă работниксем ĕçсĕр юлмĕç, вĕсем Шăмăршăри учрежденире вăй хурĕç. Шăмăршăра çакнашкал учреждени хута кайни, паллах, район историйĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлать. Пĕччен ватăсем хăйсене килти евĕрлех туйччĕр, вĕсен ватлăх кунĕсем канăçлă иртчĕр тесе пирĕн коллектив хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвĕ.
И.МЕДВЕДЕВ калаçнă.