Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарпа пиçнĕ çăкăр чĕлли

01 августа 2015 г.

Шăрăх! Сывлăш температури сулхăнра та 27 градусчĕ пулсан, хирте - хĕвел питĕнче - мĕн чухлĕ-ши? Ахальтен мар ĕнтĕ «Дон» комбайн кабинине тытсан алла пĕçертсе илчĕ. «Исток» ОООн Çĕнĕ Шăмăршă çывăхĕнчи хирĕнче виçĕ «Дон» кĕрхи тулла вырса çапать. Владимир Акимов, Владимир Иванов тата Леонид Алюков 250 гектар çинчи тырра пухса кĕртессине паян вĕçлесшĕн.Çу хутах çумăр çуманнипе, кĕр тыррисене мухтама çук. Лутра ỹснĕ тулла вырма та çăмăл мар; питĕ тирпейлĕ, çухату ан пултăр тесе тăрăшса ĕçлеççĕ комбайнерсем. Комбайн бункерĕ тулсанах, ун патне КамАЗ автомашина пырса та тăрать. Александр Гладков руль умĕнче 1985 çултанпа, ку ĕçре пысăк опыт пухнă. Тулли кузовлă автомашина Ярăслав йĕтемĕ енне çул тытать. Тырра йĕтем пуçлăхĕ Светлана Ефимова виçсе йышăнать. Тулă купара нумай выртмасть - Александр Мердеевпа Виталий Миронов машинистсем тырă тасатакан машинăсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Хуçалăх ертỹçисем лайăх çанталăкра чăн малтан вăрлăх хатĕрлеме тĕллев лартнă. Çỹп-çапран тасатнă вăрлăха кĕлет патне ГАЗ-53 автомашинăпа Николай Яковлев турттарса тăрать. - Кĕрхи тулă хыççăн комбайнсем урпа хирне куçаççĕ, - пĕлтерчĕ хуçалăхăн генеральнăй директорĕ Юрий Старшов. - 400 гектар йышăнать çак культура. Тухăçĕ аван пуласса кĕтетпĕр. Пĕтĕмпе вара 900 гектар çинчи тырпула пухса кĕртмелле. Тырă ĕлкĕрсе пынă май, пĕр культура хыççăн теприн патне куçĕç уй-хир карапĕсем. Кĕраки пирки те халех шутлаççĕ кунта. 300 гектартан кая мар акма палăртнă. Тракторсем пурте çĕр хатĕрлеме хутшăнаççĕ. «Исток» ОООран «Мир» хуçалăха çул тытнă чух çỹллĕ ỹснĕ куккурус уйне курса савăнтăмăр. Юлашки çумăрсем хыççăн «уй-хир пики» ытармалла мар илемленнĕ. Эппин, «Исток» ООО выльăх-чĕрлĕх валли утăпа сенаж çеç мар, силос та нумай хатĕрлĕ. «Мир» ЗАОра та кĕр тыррисене пуçтарса кĕртеççĕ. Комбайнсем хыççăнах хире пресс- подборщиксем çитнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Мексум Невметов тата Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мерван Фахрутдинов трактористсем, яланхи пекех, ку ĕçре те хастар. Хирте агрегатсем хыççăн улăм çыххисем речĕпех ларса юлаççĕ. Лайăх хуçа, хĕл хырăмĕ пысăккине ăнланса, улăма та сая ямасть. Пурнăç çапла тума вĕрентет. ...ХИРТЕ ĕçлекен механизаторсем патне автомашинăпа кăнтăрлахи апат илсе килчĕç. -Ах, çăкăрĕ тутлă-çке! – мухтамасăр чăтаймарĕ килти кăмакара пĕçернĕ çăкăр чĕллине тутаннă май Мексум Невметов. - Тарпа пиçнĕ вăл, çавăнпа тутлă та, - шỹтлерĕç çĕр ĕçченĕсем.

И.САЛАНДАЕВ.

Сăнỹкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика