01 августа 2015 г.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ ĕç тăвакан влаç органĕсенчи коррупци факчĕсем çинчен пĕлтернине йышăнакан «хĕрỹ лини» ĕçлеме пуçланă. Ĕç тăвакан влаç органĕсенче саккунпа килĕшсе тăман ĕç-хĕле асăрхасан граждансен 8(8352) 64-20-25 (ĕç кунĕсенче 8-12 тата 13-17 сехетсенче) телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме май пур. Хыпарсене электронлă почтăпа та йышăнаççĕ. Адресĕ: corruption21@ cap.ru. «Хĕрỹ линипе» çыхăнакан çынсен хурав илме хăйсен хушаматне, ятне, ашшĕ ятне (пур пулсан), телефон номерне, почта е электронлă адресне пĕлтермелле. «Хĕрỹ лини» йышăннă пĕлтерỹсене федерацин «Раççей Федерацийĕн гражданĕсем пĕлтернисене пăхса тухмалли йĕрке çинчен» тата «Коррупцие хирĕç тăрасси çинчен» саккунсемпе çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн пăхса тухаççĕ. Тулли информацие Чăваш Республикин Влаç органĕсен порталĕнче «Коррупцие хирĕç тăрасси» баннерта вырнаçтарнă.
Ю.ВАСИЛЬЕВ,
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи.