01 августа 2015 г.
ПИРĔН енчи халăх мĕн ĕлĕкрен Чĕмпĕр тăрăхне çывăха хунă. Шупашкар - аякра, Чĕмпĕр вара - юнашарах. Ахальтен мар ĕнтĕ чи ăслă-пуçлă ачасем И.Я.Яковлев ертсе пынă Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ. Паллă çыравçă, Патирек ялĕнче çуралса ỹснĕ Çтаппан Лашман çапла аса илнĕ: «Чĕмпĕр чăваш хули мар-ши?» - теттĕм малтанласа. Пасарта та, урамра та, чиркỹ умĕнче те чăвашла калаçнине илтеттĕм. Иван Яковлевич Яковлев хăй те пирĕнпе чăвашла калаçатчĕ, çав вăхăтрах вырăс чĕлхине те юратса вĕренме хушатчĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ чăваш культурине, литературине, музыкипе ăс-хакăлне пурнăç панă тарăн çăлкуç пекех пулчĕ...»
ĔЛĔКХИНЧЕН паянхи пурнăç патне таврăнар-ха. Хальхи Ульяновск облаçĕ - Раççей Федерацийĕн Атăлçи федераци округне кĕрекен, пур енчен те лайăх аталаннă регионсенчен пĕри. Облаçăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 37,2 пин тăваткал километр (пирĕн Чăваш Ен лаптăкĕ - 18,3 пин тăваткал километр) йышăнать. Чи пысăк юханшыв - Атăл. Çавăн пекех облаç тăрăх Сăр, Сĕве, Пысăк Çарăмсан юханшывĕсем юхса выртаççĕ. Çĕр айĕнчи пуянлăхсене илес пулсан, кỹршĕсем пиртен чылай пуянрах. Тĕп пуянлăх - нефть (хальлĕхе çĕр айĕнчи саппас 42 миллион тонна тесе палăртнă, ученăйсем ку цифра нумай пысăкрах тесе шутлаççĕ). Облаçра шуртăм, тăм тата цемент туса кăлармалли диатомит саппасĕсем питĕ нумай. Чĕмпĕр хулине 1924 çулта «Ульяновск» ят панă. Облаçра 6 хула, хула йышши 33 поселок, ял тата хула администрацийĕсем - 322. Ульяновск хулинче - 619492 çын, Дмитровградра - 117383 çын, Барышра - 16431 çын, Новоульяновскра - 14795 çын, Сенгилейра - 6702 çын, Инзăра - 17965 çын пурăнаççĕ. Шăмăршăран аякра мар вырнаçнă Чăнлă (Цильна) районĕн центрĕнче - Аслă Нагаткин ялĕнче - 5462 çын пурăнни паллă. Пурĕ вара облаçра 1262549 çын (2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне) пурăннине шута илнĕ. Çак шутра вырăссем 73,6 процент, тутарсем 12,2 про- цент, чăвашсем 7,7 процент (94970 чăваш), ирçесем 3,2 процент йышăнаççĕ. Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ - Сергей Иванович Морозов. Ăна пĕтĕм халăхпа 2004 çулта суйласа лартнă. 2006 çулхи март уйăхĕнче унăн полномочине малалла тăснă. Облаçра промышленноç, уйрăмах машинăсем тăвакан отрасль вăйлă аталаннă. Авиастроени, приборостроени, станкостроени, автомобилестроени отраслĕсем бюджета пуянлатаççĕ. Раççейри автобуссен 95 процентне, груз турттаракан автомашинăсен 10 процентне ытла Ульяновск хулинче туса кăлараççĕ. Кунта вырнаçнă авиаци завочĕ - Европăра та чи пысăккисенчен пĕри. Предприяти çулталăкра 50 ытла самолет туса кăларать. Облаçра ялхуçалăхĕ те начар мар аталаннă. 2014 çулта облаç 1 миллион та 400 пин тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ. Августăн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре Ульяновск облаçĕн Кунĕ иртнĕ май, Шăмăрша Чăнлă районĕнчен те хăнасем нумай килмелле. Çак районта 28,3 пин çын пурăнать, çав шутра чăвашсем 54 процент, вырăссем 30 процент, тутарсем 13 процент йышăнаççĕ. Чăнлă районĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ-_ 1293 тăваткал километр. Районта 55 ял тата хула йышши Цильна поселокĕ вырнаçнă. Ял тăрăхĕсем - 7, хула тăрăхĕ - 1. «Чăнлă районĕ» муниципал йĕркеленĕвĕн пуçлăхĕ - Ханяфи Валиевич Рамазанов. Ырă сунса, хапăл туса кĕтетпĕр сире, хисеплĕрен те хисеплĕ, хаклăран та хаклă туссем! Ульяновск облаçĕн Кунне Чăваш Енре ирттерни малашне пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма вăй парса тăтăр.
И.САЛАНДАЕВ.
«Чăваш Республики - пирĕн çывăх тус. Шупашкара кайнă чух эпир Чăваш Енĕн пирĕнпе кỹршĕллĕ Шăмăршă районĕ урлă иртетпĕр. Илемлĕ вырăнсем, тирпейлĕ ялсем кăмăла çĕклеççĕ. Вăрманĕ те пуян, çутçанталăк ырлăхĕ - куç тулли. Çыннисем те ĕçчен те илемлĕ пек туйăнать...»
Сергей Иванович МОРОЗОВ,
ульяновск облаçĕн губернаторĕ.