07 марта 2013 г.
Чăваш кĕнеке издательствин "пухмачĕнче" энциклопедисемпе словарьсем, справочниксем, сайра тĕл пулакан кĕнекесем, илемлĕ тата тĕн литератури пысăк вырăн йышăнаççĕ. Тĕпре, паллах, чăвашла тухнă вĕренÿ кĕнекисемпе ача-пăча литератури. Раççейри кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕ çирĕплетнĕ тăрăх, Чăваш кĕнеке издательстви çĕр-шыври ку енĕпе ĕçлекен чи лайăх предприятисен шутне кĕрет. Продукци калăпăшĕпе регионсенчи пысăк 100 издательство хушшинче 23-мĕш вырăнта тăрать. Тĕрлĕ наградăн шучĕ çук...
ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Чăваш кĕнеке издательстви" ПУП паян – тикĕс аталанакан, чăвашла, вырăсла, акăлчанла кĕнеке кăларакан предприяти. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки Валерий КОМИССАРОВ директор каласа кăтартать.
– 2012 çулта вулакана мĕнпе савăнтарма пултартăр;
– Пĕлтĕр Чăваш кĕнеке издательстви 110 тĕрлĕ ятлă кĕнеке хатĕрленĕ. Кун çути курнă кашни кĕнеке – хăйĕн историйĕ, авторпа издательство коллективĕн хăйне евĕр саманчĕ.
Хальхи кăткăс саманара чăваш литературин тата историйĕн еткерĕсене çĕнĕлле пăхса хакласси вăй илчĕ. Çакна çирĕплетекенни – "Литература палăкĕсем" ярăмпа паллă литературовед Атнер Хусанкай хатĕрлесе кăларнă "Сеспель. Мильоном стих мой повторен" кĕнеке. Ку енĕпе тунă тепĕр утăм – "Чăвашсен чаплă çыннисем" ярăмри Владимир Дайнесăн "Чапаев: мастер наступления и обороны". Ку тĕпчев – граждан вăрçин дивизи командирне çĕнĕлле хаклани.
Чăваш кĕнеке издательстви çавăн пекех паллă ентеш Николай Бударин космонавт летчик пирки кĕнеке кăларчĕ. Кĕçех юмахсемпе халапсен "Герои булгаро-чувашей" пуххи кун çути курĕ. Пĕлтĕр тĕрлĕ ÿсĕмри вулакан тата професси çынни валли нумай кĕнеке пичетленнĕ, кăçал та сахалах пулмĕ.
– Аваллăх патне таврăнса эсир паянхи куна ăнланма тăрăшатăр пулĕ-ха...
– Çапла тесен те юрать. Чăваш кĕнеке издательстви чăваш кĕнекин сумне çĕклес, халăхăн культурипе йăли-йĕркине чĕртсе тăратас, упраса хăварас тĕлĕшпе нумай ĕçлет.
Кĕнеке продукцийĕ хушшинче Г. Иванов–Орковăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă "Узоры, цвет, символика" кĕнеки уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çĕнĕ альбом чăваш халăх искусствипе, авалхи йăла-йĕркене чĕртсе тăратма, сыхласа хăварма, вĕсемпе паян усă курма тăрăшакан ăстасен пултарулăхĕпе паллаштарать. Л.Иванов тавра пĕлÿçĕн "Чуваши. Формирование этнографических групп и подгрупп (на территории Чувашии)" тĕпчевĕ тăван тăрăха юратакансемшĕн кăмăллă парне пуласси иккĕлентермест. Чиркÿ искусствин илемĕ пирки А. Мордвинова искусствоведăн "Церковное искусство Чувашии. Иконы. Скульптуры. Иконостасы XVI-XX веков" монографийĕ каласа кăтартать.
Пурте пĕлекен "Халăх ăстисен опытĕнчен", "Чăваш халăх пултарулăхĕ" тата ытти ярăм малалла тăсăлаççĕ. Вулакансем ыйтнипе Е. Жачевăн "Чувашская вышивка: техника, приемы" альбом кĕнекене çĕнетсе кăлартăмăр. "Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки" ярăм çитĕнÿсем тăвать. Ăна 2002 çулта никĕсленĕ, çак вăхăтра вăл бестселлер пулса тăма ĕлкĕрчĕ. Пĕлтĕр 10-мĕш том – "Мастера театрального искусства" – кун çути курчĕ.
В. Орловăн "Купцы Ефремовы: предпринимательская и общественно-политическая деятельность купеческой династии" кĕнекере Ефремовсен предпринимательлĕх ĕç-хĕлĕнчи çитĕнĕвĕсен вăрттăнлăхĕсене уçса панă. Купсасен "Турă умĕнче çылăха кĕмесĕр, çынран намăсланмасăр пурăн", "Мул пухни мар, укçаран ытларах пурăнни аван" каларăшсем паянхи бизнесменсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулассăн туйăнать.
– Справочниксем, словарьсем, энциклопедисем – кирек хăшĕ те Кĕнеке издательствин мухтавĕ, мăнаçлăхĕ...
– 2012 çул ку енĕпе уйрăмах тухăçлă пулчĕ. "Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин" пĕрремĕш томĕ, Михаил Скворцов лексикограф хатĕрленĕ "Вырăсла-чăвашла словарь" вулакан патне çитрĕ. Сочири Олимпиада умĕн "Чăваш спорт энциклопедине" – республикăн спорт биографине – хушса çĕнетсе кăлартăмăр. 4 томлă "Чăваш энциклопедийĕ" – авторсен пысăк ушкăнĕн курăмлă ăслăлăх ĕçĕ – туллин кун çути курчĕ. Сăмах май, вăл "Çулталăк кĕнеки – 2012" Раççей конкурсне хутшăнчĕ. Çак шайри конкурсăн номинаци дипломне тивĕçни те – питĕ пысăк çитĕнÿ!
– Паллах, ача-пăча литератури те аякра тăрса юлмасть. Социаллă пĕлтерĕшлĕ литературăсен 2013 çулхи планĕнче ачасемпе çамрăксем валли 20 кĕнеке кăларма палăртнă...
– Планра – 20, анчах чăннипе ытларах та пулĕ. Çамрăк вулакансене юрататпăр, вĕсем валли кăсăклисене, интереслисене пичетлесе кăларма тăрăшатпăр. Пĕлтĕр икĕ чĕлхепе харăсах темиçе кĕнеке кун çути курчĕ. Çак шутра Пушкăртра пурăнакан Любовь Афлятуновăн сăввисем, Корней Чуковскин "Муха-Цокотуха" юмахĕ. Хакласа калаçнисене ĕненес тĕк – ăна аван куçарнă. Шел, куçару авторĕ Петĕр Çăлкуç хăйĕн ĕçне кураймарĕ. Сăмах май, чăвашла "Муха-Цокотуха" - "Шăна мыскари" - Питĕрти акăлчан, француз, бурят тата ытти чĕлхепе тухнă кĕнеке пухакан çемьене те лекнĕ...
Çамрăксем валли çырнисен шутĕнче Георгий Красновăн "Анотан планети çинчи чăвашсем" фантастика романне тата Геннадий Кабаковăн мыскараллă калавĕсен "Пурнăç хакĕ" пуххине палăртмалла.
– Чăваш кĕнеке издательстви республикăри тата диаспорăри шкулсене тăван чĕлхепе кăларнă вĕренÿ кĕнекисемпе, методика пособийĕсемпе тивĕçтерме тăрăшать. Вĕсем вăхăт ыйтнипе килĕшсе тăраççĕ-и; Вĕренÿ литературине хатĕрленĕ чухне мĕнле йывăрлăхсем тĕл пулаççĕ;
– Чăвашла вĕренÿ кĕнекисене хатĕрлесси – питĕ яваплă тата тимлĕ пурнăçламалли ĕç. Паянхи пурнăç ыйтнипе килĕшсе тăракан паха вĕренÿ тата педагогика кĕнекисене кăларма питĕ кăткăс. Палăртма кăмăллă: издательство авторсемпе пĕрле çак йывăрлăхсене тивĕçлĕ парăнтарса пырать. Çулсерен вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле тĕрлĕ класра вĕренекенсем тата студентсем валли учебниксем тата вĕренÿ пособийĕсем хатĕрлесе кăларатпăр. Республикăри тата диаспорăри шкулсем ыйтнине туллин тивĕçтерме ку ĕç çулталăк тăршшĕпех пурнăçланать.
8-мĕш класс валли "Тăван ен" учебнике (авторĕ Е. Енькка) çĕнĕрен кăларма хатĕрлесе çитернĕ, кĕçех кун çути курĕ. Кăларăм Чăваш Республикинчи тата диаспорăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул ачисем валли. Унта чăваш халăхĕ пулса кайнине, унăн авалхи тапхăрти культурин историне çутатнă. Вăл Чăваш Ен культурипе историйĕн вĕренÿ пособийĕсен пуххин пĕр пайĕ шутланать.
2013 çулта шкул ачисем патне "Чăваш чĕлхи" (3 кл, Л. Сергеев т.ыт.), "Тăван литература" (5 кл, Н. Иванова, П. Метин), "Тăван тавралăх" (3-4 кл, А. Плешаков), "Математика" (1-4 кл, М. Моро), класс тулашĕнчи вулав кĕнеки "Ылтăн шевле" (2 кл, О. Кульев, А. Кульева) т.ыт. те çитĕç. Вĕрентекенсене пулăшма "Чăваш чĕлхи тата литература олимпиади" кĕнеке (Е. Андреева) хатĕрлеççĕ.
Вырăс тата чăваш шкулĕсенче пуçламăш тата аслă классенче вĕренекенсемшĕн "Чувашский букварь" (Т. Артемьева т.ыт.), "Чувашская азбука" (А. Ермошкина т.ыт.), "Чувашский язык" (2,3,5,7 кл, Г. Абрамова), "Чувашское слово" (В. Игнатьева т.ыт.) усăллă пулĕç.
Мĕн пур учебнике çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Раççей Вĕренÿ министерствин ятарлă экспертизин никĕсĕ çинче йĕркеленĕ учебниксен йышне асăннă ведомствăн 2010 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнчи хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Палăртса хăваратăп: Раççей министерствин хушăвĕпе Чăваш кĕнеке издательствине патшалăх аккредитациллĕ вĕренÿ заведенийĕсенче усă куракан пособисене кăларакан организацисен шутне кĕртнĕ.
– Чăвашсем пурăнакан ытти регионти министерствăсем вĕренÿ литературине туянаççĕ-и;
– Пушкăртри тата Тутарстанри Вĕренÿ министерствисемпе тата районсенчи культура пайĕсемпе, Самар, Ульяновск облаçĕсенчи тата ытти регионти тĕрлĕ организаципе нумай çул тачă çыхăнса ĕçлерĕмĕр. Пирĕн тĕллевсене чылай ентешлĕх ăнланса йышăнать. Тутарстан савăнтарать. Кашни çул çак республикăн хулисемпе районĕсене 8500 экземпляртан кая мар тĕрлĕ кăларăм каять. Самар, Мускав, Кемер, Тюмень, Иркутск, Воронеж, Киров, Свердловск, Калининград облаçĕсенче пурăнакан ентешсем пирĕн çĕнĕлĕхсене сăнасах тăраççĕ. Кăçал географи анлăланчĕ: Хабаровск крайне, Сахалина, Омск, Аçтăрхан облаçĕсене, Удмурт Республикисене кĕнекесем ăсатрăмăр.
Анчах юлашки икĕ çулти пур цифра та савăнтармасть. Тĕслĕхрен, виçĕм çул Пушкăрта 3100 экземпляр тĕрлĕ литература кайнăччĕ, пĕлтĕр вара – 2758 çеç. Патшалăх контракчĕсен калăпăшĕ те чакать, шел пулин те. Юлашки вăхăтра Пушкăртстан шкулĕсем валли, сăмахран, учебник пилĕк хут сахалрах туянчĕç. Çакă пысăк йывăрлăхсем сиксе тухассине систерет – каплах пулсан республикăра чăваш чĕлхине тата чăвашла предметсене вуçех те вĕрентме пăрахĕç.
Кăларăмсен пуххин тата производство калăпăшĕсен кăтартăвĕсемпе Чăваш кĕнеке издательстви Раççей шайĕнче тивĕçлĕ вырăнта тăрать. Малашне те çаплах пултăр тесе тăрăшатпăр. Кашни çĕнĕ кĕнеке - хăй уйрăм тĕнче, вăл кашни пулăма çĕнĕлле пăхса хаклама хистет. Чăваш кĕнеке издательстви çĕнĕ кĕнекесен тĕлĕнтермĕш тĕнчине час-часах уçса пăхма сĕнет. Кĕнекене çĕтĕличчен вуласан та вăл çамрăк ăру валли сыхланса юлатех. Кашни кĕнеке хăйĕн вулаканне туптăрччĕ!