Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçар, хĕр пĕрчийĕм

07 марта 2013 г.

 

(Малалли. Пуçламăшĕ 20-25 номерсенче.)

Пулас агроном пысăк пĕлÿллĕ, пуян тавракурăмлă пулни тÿрех сисĕнчĕ. Анчах Петьăн сăмахĕсем хĕршĕн стена çине ывăçла-ывăçла пăрçа сапни вырăнне кăна пулчĕç, пĕр хăлхаран кĕрсе, тепринчен тухса та сирпĕнчĕç. Кил тĕлне çитсе тăрсанах Оксана хапхан кĕçĕн алăкĕнчен вашт! кăна кĕрсе çухалчĕ. Каччă хапха умĕнче темиçе минут каллĕ-маллĕ хутланă хыççăн аллине лаш! сулчĕ те васкавлăн килнелле таплатрĕ...

"Пурнăçăмри йывăр лару-тăруран тухмалли, хĕр пĕрчине ăраскаллă шăпаллă тумалли пĕртен-пĕр çул кăна пур манăн, – шухăшларĕ Оксана, пăчă пулнипе хулăн утияла кăкăртан аяларах сирнĕ май. – Пĕр тăхтаса тăмасăр хулари хваттерлĕ пĕр-пĕр арçынна качча тухмалла. Чылай çул аслă-и вăл, илемсĕр-и – халĕ ĕнтĕ пурпĕрех. Хăй кăна чĕререн юраттăр. Пур кăмăлтан юратнине курса ĕненсенех ăна больницăра сĕм-тăлăх пурăнакан Катя пирки те калама пулĕ. Уншăн ют пулсан та, вăл хĕрачана йышăнмаллах. Тата арçын ман ача ашшĕ пулни çинчен саккунлă майпа хут тутармалла. Каярахпа упăшкапа тата ачапа тăван яла та кайса килме пулĕ. Мăшăр – çумра, апла пулсан, пĕчĕк ача та унранах. Ял-йышра начар сас-хура тухас çук вара..." Хăйне тата тĕпренчĕкне çăлăнăçпа шанчăк кÿрекен çутă ĕмĕтпе Оксана ир енне тутлă ыйха путрĕ. Тĕлĕкре пин-пин çеçкепе çиçекен вĕç-хĕррисĕр улăхра амăшĕ хăйĕн пĕчĕк хĕрачине хитре чечексен кăшăлне тăхăнтартрĕ. Çакăншăн ниçта кайса кĕрейми савăннăскер, Катя каçăхсах кулать, юратнă амăшне пĕр ыталать те, пĕр чуптăвать. Оксана хĕрачине çавăтрĕ те, вĕсем, телейлĕскерсем, тухăçалла, ирхи сывлăмпа çăвăнса тасалнă улăха ылтăн шевлесем сапакан хĕвел еннелле утрĕç...

х х х

Шăпах кафе хупăнас умĕн Оксана патне темле сăлтава пула пĕтĕм чун-чĕререн хĕпĕртенĕ çамрăк официантка, Наташа, хашкаса чупса пычĕ.

– Оксана, плитана çĕнĕрен чĕрт! – сывлăш çавăрми калаçрĕ кĕске юбкăллă хĕр, вăрăм та илемлĕ урисене ниçта кайса кĕрейми вылятса. – Халĕ çеç "Тойота" автомашинăпа хĕрĕхсене çывхарса пыракан икĕ арçын килсе çитрĕç. Хăйсене хаклă коньякпа шампански, икĕ порци ăшаланă çăмартапа кăлпасси пама хушрĕç. Çи-пуç енĕпе илсен те, çăмăл автомашинине пăхсан та вĕсем – пуян çынсем. Укçи-тенкине те шеллесе тăмĕç, пире ытлашшипех тыттарса хăварĕç. Лайăхрах тÿлесен, хамăрăн та пĕрле ларса кайма пулать. Вĕсенчен пĕри тÿрех систерчĕ-ха кун пирки. Хакĕ пирки хамах калаçса татăлăп. Пирĕн ĕç укçи пысăках мар та, кусем пĕр каçрах пире тулли енчĕклĕ тăвĕç.

– Халĕ вăхăт шăпах саккăр çитнĕ! – Наташăна лăпкă чунпа итлесе пĕтернĕ хыççăн пат! татса хучĕ Оксана. – Вĕсем ĕçсе-кÿпсе тăраниччен çур çĕр те çитет. Мана заведующи ыран куншăн аванах пĕçеркке пама пултарать. Çак арçынсемпе пĕрле ларса кайма-и-ха тата; Кам вырăнне хурса йышăнатăн эсĕ мана; Ÿте укçалла сутма эпĕ юхха мар. Выçă вилсен те кĕтсе илеймĕн манран çакна. Кăмăлу пулсан, халех ларса кай. Эсĕ, вĕрискер, тен, икĕ арçын кăмăлне те туллин тивĕçтерĕн...

– Хисеплетĕп Нарспи евĕр сăпайлă хĕрсене, вĕсем юмахри принцессăна аса илтерсен, пушшех те, – кĕтмен-туман çĕртен пырса тăчĕ вĕсен умне йăм-хура костюм тăхăннă, чалт шурă кĕпе çийĕн хитре галстук çакнă çÿллĕ арçын. Тĕксĕмрех çÿçне тирпейлĕн хыçалалла тураса вырттарнă. Çăра баритонпа кăмăллăн калаçать. Ăна пĕр-пĕр артист теме те пулать. Ун çине пĕрре пăхса илсенех, вăйлă магнит евĕр, туртрĕ, илĕртрĕ арçын хăй патне вунсаккăрти хĕрарăм чĕрине. Унăн куçĕсенче ырă хĕлхем ялкăшни пĕчченлĕх туйăмĕпе асапланса пурăнакан Оксанăн чунне çурхи хĕвел пекех ăшăтрĕ.

– Каçарăр та, хваттерĕмре сирĕн евĕр пике кĕтекен çук манăн, – повар куçĕнчен ăшшăн тинкерчĕ арçын. – Акă, ăнсăртран юлташăма тĕл пултăм та, кунта каçхи апат тусах кайма шутларăмăр. Мана Гена тесе чĕнеççĕ. Сире мĕнле ятпа хисеплемелле;

– Оксана, – вăтанчăк сасăпа аран сăмах хушрĕ çамрăк хĕрарăм. – Çапла пулса тухнишĕн, тархасшăн, каçарăр мана. Эсир заказ панине эпĕ халех хатĕрлесе паратăп.

– Тем пекех тав тунă пулăттăмăр куншăн, – терĕ те арçын, хăйĕн юлташĕ патнелле çаврăнса утрĕ.

Повар холодильнике уçса, унтан вăр-вар кăлпасси татăкĕпе çăмартасем кăларчĕ, тарăн çатмана çу ярса, ăна вĕриленме пуçланă плита çине лартрĕ. Генăна курнă хыççăн хăнăхнă ĕç яланхи пек хăй еккипе пĕр тикĕс пыманнине туйсах тăчĕ Оксана. Нивушлĕ пĕрре курсах килĕштерчĕ вăл çак арçынна;

– Оксана, Гена эсĕ хăш районтан пулнипе тата хулара ăçта пурăннипе кăсăкланчĕ, – пăсланса тăракан тулли турилккесене васкамасăр патнус çине хучĕ Наташа. – Пĕлетĕн-и, мăшăрĕнчен икĕ çул каяллах уйрăлнă вăл. Вăтăр тăххăрта пырать. Предприниматель. Шупашкарта пысăк лавкка тытать, промышленность таварĕсемпе тата апат-çимĕç продукчĕсемпе сутă тăвать. Хăвăн кайăкна ан вĕçерт, унпа çепĕçрех пулма тăрăш. Санăн пуян çын арăмĕ пулас шанчăк та пур. Туятăп, çав тери юратса пăрахнă вăл сана. Çирĕм çул уйрăмлăх пулни темех мар, çемье телейĕ кăна пултăр. Тепри, Валентин, çемьеллĕ. Вăл та предприниматель ĕçĕпе пурăнать. Хула пасарĕнче унăн та пысăках мар лавкка пур. Мана вăл хăйĕн пĕр пÿлĕмлĕ вăрттăн хваттерне чĕнчĕ, пысăк укçа шантарчĕ. Юлташĕсемпе ирĕккĕн ларма туяннă вăл çак пÿлĕме. Хваттер пирки арăмĕ тĕшмĕрмест те. Эпĕ унăн яланхи еркĕнĕ пулса тăрсан тем пекехчĕ те. Ун чухне укçаран та, кĕпе-тумтиртен те аптрамăттăм. Ну, каям-ха вĕсем патне, – тулли те çавра купарчисене илĕртÿллĕн вылятса арçынсем еннелле çăмăллăн ярăнса утрĕ Наташа.

(Малалли пулать.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика