05 августа 2015 г.
Августăн 1-2-мĕшĕсенче Шупашкара Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайнă. Çĕр çинчи ахаль этемĕн те, хăй мĕнле çылăхлă иккенне пĕлет пулсан та, мĕн ĕмĕртенпех Турă çывăхнерех пулас, унăн хăватне туйса курасах килет, «хăйсене тасалăх тивлечĕ кỹнĕ» священниксен чунтан тухакан сăмахне тимлесе те пулин. Çавăнпа та Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Митрополине пĕрремĕш хут килсен - Унăн Святейшестви çитес çĕре ĕненекенсем нихçанхинчен те йышлă пухăннинчен тĕлĕнме кирлĕ те мар-тăр. «Хура халăх вăйлă шыв юхăмĕ пек, иртсе кайма та май çук», - тесе ку хутĕнче пĕр ỹстермесĕрех çирĕплетме май пур. Чăваш Енре - нумай нациллĕ республикăра - пурăнакансене Турă сăмахне чун-чĕрипе йышăнма тата çак сăмаха тĕпе хурса хăйсен пурнăçне йĕркелесе пыма Турă пулăштăр. Нумай нациллĕ халăх тĕрлĕ культурăна, тĕрлĕ чĕлхене, тĕрлĕ йăла-йĕркене хисеплесен çеç сыхланса юлма пултарать, Чăваш Енре тăнăçлăхпа лăпкăлăхшăн - Турра тав. Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл.
АЭРОПОРТРА
Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Шупашкара августăн 1-мĕшĕнче каçхи ултă сехет çурă иртсен вертолетпа вĕçсе çитрĕ. Вырăс Православи Чиркĕвĕн Пуçлăхне аэропортра Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов тата ытти официаллă çынсем кĕтсе илчĕç. Журналистсене Кирилл Святейший Патриарх Чăваш Ене чи ырă кăмăл-туйăмпа килсе çитнине пĕлтерсе çапла каларĕ, «Чăваш çĕрĕ çинче - Шупашкарта - эпĕ пĕрремĕш хут 1969 çулта пулнă. Пĕлетĕп, Чăваш Енпе Шупашкар хули унтанпа кулленхи пурнăçа хăтлăлатас тата Чиркĕве аталантарас тĕлĕшпе пысăк çул-йĕр утса тухнă. Манăн Чăваш Енĕн çĕнĕ сăнне курас тата кунти сăваплă вырăнсенче пулса сирĕн халăхăрпа пĕрле кĕлтăвас килет. Пурне те пил парса Турă юратăвне Чăваш Енре пурăнакан кашни çын патне çитерес кăмăлăм та пысăк».
ШУПАШКАРТИ ПУКРАВ ТАТА ТАТИАНА СОБОРĔНЧЕ
Пукрав тата Татиана соборне Унăн Святейшестви ĕненекенсене вĕрентсе каланă сăмаха итлеме чиркỹ тулли халăх пухăннă. Ку çеç те мар - çумăра пăхмасăрах картишĕнче те, ун тулашĕнче те çынсем çав тери йышлă. Кунта паянхи информаци технологийĕсен çитĕнĕвĕн лайăх енĕ те куçкĕрет, чиркỹре мĕн калани урамра та илтĕнет, экрансем урлă уçăмлах курăнать. Вырăс Православи чиркĕвĕн Пуçлăхĕ хăйĕн Аслă Архиерей сăмахне пуçланă май чăваш çĕрĕ çине хавас кăмăлпа килсе çитнине пĕлтерчĕ. «Раççейĕн тĕрлĕ регионне, чикĕ леш енне тухса çỹренĕ май эпĕ Чиркỹ пурнăçĕ куç умĕнчех улшăнса пынине курса тăратăп. Чиркỹсенче çамрăк сăнсене, вырсарни шкулĕсенче вĕренекенсене, çамрăксем мăшăрланас умĕн пил илме килнине, ачисене тĕне кĕртнине курса чун савăнать. Çакă пирĕн халăхра Православи тĕнĕ чĕрĕ пулнине çирĕплетет», - терĕ вăл. Святейший Владыка Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна чăваш кафедринче нумай çул пурнăçласа пынă ĕçсемшĕн тав турĕ, «Эсир чăваш халăхне чĕрепе йышăннине пĕлетĕп, Чăваш Ен те Сире юратрĕ. Чиркỹ пурнăçĕ кунта малашне те туллин аталанса пытăр. Нумай нациллĕ Чăваш Республикин çыннисене Турă сăмахне чĕрепе йышăнса çак тивлетлĕ сăмаха мала хурса пурăнма малашне те Турă пулăштăр. Нумай нациллĕ халăх пĕр-пĕрин тĕрлĕ культурине, тĕрлĕ чĕлхине, тĕрлĕ йăли-йĕр-кине хисеплесе пурăнсан кăна упранса юлаять. Чăваш Енре канăçлă та лăпкă пулнишĕн Турра тав тăвар. Малашне те çаплах пултăр». Вырăс Православи чиркĕвĕн Предстоятелĕ Михаил Игнатьева Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланăшăн тав туса çапла каларĕ: «Эсир Чиркỹ пурнăçне пысăк тимлĕх уйăратăр. Чи пĕлтерĕшли - пĕтĕм чун-чĕререн тăван халăх ырăлăхĕшĕн ĕçлетĕр. Малашне те çапла пулма Турă пулăштăр. Çак тивлетлĕ çĕр çинчи тĕп халăх чечекленсе пурăнтăр тесе чиркỹпе патшалăх влаçĕ малашне те пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе ĕçлеччĕр». Кирилл Святейший Патриарх Михаил Васильевича асăнмалăх парне те пачĕ, Турă Амăшĕн «Державная » турăшне.
АПОСТОЛПА ТАН СВЯТОЙ ВЛАДИМИР АСЛĂ КНЕÇ ЯЧĔПЕ ÇĔНĔ ШУПАШКАРТА ЛАРТНĂ СОБОРТА
Августăн 2-мĕшĕнче - Аллăмĕш кун уявĕ хыççăнхи 9-мĕш Вырсарникун, святой Илия пророка асăнса уянă кун - Святейший Владыка Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лартнă соборта 9 сехет çурăран пуçласа 12 сехет те 30 минутчен Литурги турĕ. Литурги хыççăн Варнава митрополит Святейший Владыкăна тав туса тата уншăн кĕлтума сăмах парса икĕ панагийăран тата хĕресрен тăракан комплект парнелерĕ. Кирилл Святейший Патриарх пĕрле тунă Аслă кĕлле асра тытма Шупашкар тата Чăваш митрополитне Руç халăхне тĕне кĕртнĕ Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитнине халалласа хатĕрленĕ юбилейлă панагийăпа хĕрес парнелерĕ.
«ÇĔНТЕРỸ» АСĂНУ КОМПЛЕКСĔ УМĔНЧЕ
Кăнтăрлахи пĕр сехет иртсен Кирилл Святейший Патриарх Шупашкарти Зоя Яковлева урамĕнчи «Çĕнтерỹ» асăну комплексĕ умне чечек кăшăлĕ хучĕ, панихида турĕ. Аслă Атăл алă тупанĕ çинчи пек курăннă çак сăваплă вырăнта иртнĕ астăвăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров тата официаллă ытти çынсем, ветерансем, кадетсемпе шкул ачисем, Шупашкар çыннисем тата ятарласа аякран килнĕ хăнасем йышлă хутшăнчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса кĕлтунă хыççăн Святейший Владыка ветерансем умĕнче сăмах каларĕ. Вĕсене вăрçăри паттăрлăхĕшĕн тав туса тата ку Турă Хăй каланă сăмах тесе Иоанн çырнă таса Евангелири йĕркесене, «Хăй тусĕсемшĕн чунне параканăн юратăвĕ нчен пысăкрах юрату çук», - тенине аса илтерчĕ. Этемлĕхĕн чи сăваплă тивĕçне тỹрĕ те таса чунпа пурнăçланăшăнах пирĕн халăх хăрушă вăрçăра çĕнтерме пултарнă. Çак шухăша çине тăрсах паянхи çамрăксем патне çитермеллине пурин умĕнче те палăртса хăварчĕ Святейший Владыка.
ТАСА ПУРНĂÇЛĂ СЕРГИЙ РАДОНЕЖСКИЙ ЯЧĔПЕ ШУПАШКАРТА ЛАРТАКАН ЧИРКỸ НИКĔСНЕ КАПСУЛА ХЫВНИ
Кирилл Святейший Патриарх Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта лартакан чиркĕвĕн никĕсне асăну капсулине хывнине курма, унăн сăмахне итлеме халăх питĕ йышлă пуçтарăннăччĕ. 15 сехет иртсен Мускава вĕçсе каять-çке Вăл, çавăнпа та ку курнăçăва хăйне евĕрлĕ сывпуллашу саманчĕ те теме пулатчĕ-тĕр. Пулас çĕнĕ соборăн никĕсне капсулине те хыврĕ Унăн Святейшестви, кĕлĕ те турĕ, халăха вĕрентсе каланă сăмахĕ те чĕреренех янрарĕ. «Çак храм кĕçех çĕкленсе ларасса ĕненетпĕр,- терĕ вăл. - Чиркỹсем чăннипех те кирлĕ чухне кăна çĕкленеççĕ. Халăха чиркỹсем кирлĕ пулсан, ĕненỹ пирĕн чĕререх». Мĕнпе асра юлĕ-ха Святейший Владыка Чăваш Ене килсе кайни. Ăна çывăхранах курни, Унăн сăмахĕсене итлени Евангелире «Таса чĕреллисем кăна Турра курма пултараççĕ» тени чăн сăмах пулнине тепĕр хут ĕненме май пачĕ. Апла пулсан пирĕн пурин те шухăш-кăмăлăмăра, ĕмĕт-тĕллевĕмĕре май пур таран тасатмалла, пĕр- пĕрин телейĕпе çитĕнĕвĕшĕн, таса пурнăçĕшĕн савăнма хăнăхмалла.(«Хыпар» хаçатран).
«Эсир Чиркỹ пурнăçне пысăк тимлĕх уйăратăр. Чи пĕлтерĕшли - пĕтĕм чун-чĕререн тăван халăх ырăлăхĕшĕн ĕçлетĕр. Малашне те çапла пулма Турă пулăштăр. Çак тивлетлĕ çĕр çинчи тĕп халăх чечекленсе пурăнтăр тесе чиркỹпе патшалăх влаçĕ малашне те пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе ĕçлеччĕр».