05 августа 2015 г.
Физкультурник кунне халалласа, августăн 8-мĕшĕнче - шăматкун - районта спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Çак кун Шăмăршăри «Туслăх» спорт комплексĕнче спорт занятийĕсене тỹлевсĕрех йĕркелеççĕ. Футбол, баскетбол, волейбол, сĕтел çинчи теннис, шашкăпа шахмат вăййисем, çăмăл атлетсен кросĕ, çемье эстафети, вĕрен туртасси тата спортăн ытти енĕсемпе ăмăртусем питĕ интереслĕ иртĕç. Шкул ачисемсĕр пуçне, спорт ăмăртăвĕсене пирĕн хисеплĕ ветерансем те хутшăнсан питех те аван пулĕччĕ.Пурне те Спорт уявне чĕнетпĕр!
В.АНТОНОВ,
район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн тĕп специалисчĕ.