05 августа 2015 г.
Çĕр ĕçченсене тырă хакĕ уйрăмах хумхантарать. Тар тăкнине кура тупăшне те тивĕçлипе илес килет. РФ Ялхуçалăх министерстви малтанлăха палăртнă тăрăх - кăçал пỹлмене 100 млн тонна тырă кĕмелле. Ку пĕлтĕрхинчен 6 процент сахалрах. Çав шутра 20-25 млн тоннине ют çĕршывсене ăсатмалла. Кăçал республикăра ялхуçалăх культурисем 573,7 пин гектар йышăннă, пĕлтĕрхинчен 15,1 пин гектар ытларах. Çулталăк пуçламăшĕнче саппасра 452,5 пин тонна пулнă. Пулас тухăçа шута илсен Чăваш Ен кĕлетĕнче пĕр млн тонна ытла «сарă ылтăн» пулмалла. Тырă рынокне йĕркелеме кăçал «Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕ» унитари предприятийĕ 13 пин тонна туянма палăртнă. Вăл рынок хакĕпе илет. Енчен хак пĕчĕкрех пулсан та палăртнă хисепрен чакмасть. Гаранти хакне тыррăн хăйхаклăхне, инфляцие шута илсе палăртаççĕ. Кăçал гаранти хакĕн чи пĕчĕк виçин (НДС-а шута илсе) малтанхи хакĕсем çапла пулмалла: апат-çимĕç валли усă куракан 3 класлă тулă хакĕ - 8400 (пĕр тонни), 4-мĕш класли - 8000, апат-çимĕç валли усă куракан 1 тата 2 класлă ыраш - 6200 тенкĕ.Тырă туса илекенсен наци союзĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулхи июлĕн 10-мĕшĕ тĕлне Атăлçи федераци округĕнче 3 класри туллăн кашни тоннине 8800-9700, 4-мĕш класри тулла - 8100-9100, апат-çимĕçлĕх ыраша 5800-6900 тенкĕлле сутнă.
Л.НИКИТИНА.