05 августа 2015 г.
"Куççульпе çеç мар, юнпа йĕпеннĕ тесе çырăр», - терĕç мана вăтăр çул ытла водительте тирпейлĕ ĕçлекен юлташсем. - Пысăках мар Шăмăршă районĕнчи çулсем çинче миçе кăна авари пулчĕ, кăçал çеç темиçе çын пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Çул-йĕр правилисене тăтăш пăсаççĕ, хытă хăвалаççĕ, уйрăмах çамрăк водительсем иртĕхеççĕ. Çул çине тухма та хăрушă: хăвăн автомашинуна чипер тытса пыратăн пулсан та сан çине пырса кĕме пултараççĕ».Юлашки хăрушă тĕслĕх чуна çỹçентерет: Шăмăршăра августăн 2-мĕшĕнчи каçхинеçăмăлттай водителе пулаçемйипех шар курнă: виççĕн вилнĕ, иккĕн суранланнă. Инкек 20 сехет тĕлнелле Шăмăршă-Суйкăн автоçулăн иккĕмĕш километрĕнче пулнă. Çемье, Михайловсем, çулпа утса пынă. Çула май килекен «Форд Фокус» автомобиль, малтанлăхапалăртнă тăрăх, умри транспорт хатĕрĕнчен иртме тăнă, водитель автомобиле «пăхăнтарайман» та - çуран çынсем çине пырса кĕнĕ. Çемье пуçĕ, унăн 66 çулти амăшĕпе виççĕри ывăлĕ вилмеллех суранланнă.Мăшăрĕ тата вĕсен тепĕр ывăлĕ те, 2008 çулта çуралнăскер, аманнă, вĕсене больницăна ăсатнă.Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов тунтикун ирхине иртнĕ Канашлура пĕлтернĕ тăрăх - «Форд» водителĕ 28 çулти çамрăк ỹсĕр пулнă. Вăл, Шупашкарта пурăнаканскер, маларах та судпа айăпланни паллă. Ун чухне те çул çинче авари туса çынна вилĕм кỹнĕшĕнех уголовлă майпа явап тытнă. Сăмах май, авари хыççăнах социаллă сетьсенче çак водитель хăй вăхăтĕнче Сывлăш-десант çарĕсенче службăра пулнă текен сас-хура сарăлнă. Ку тĕрĕс мар. Сас-хура инкек шăпах ВДВ кунĕнче пулнипе сăлтавланнă-тăр. ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - аваришĕн айăплăскер десантник пулман. Пĕр çуртран - виçĕ тупăк... Пĕтĕм районшăн чăтма çук йывăр хуйхă ку. Хăрушă авари пулас умĕн кăна-ха - иртнĕ эрнекун - хаçат корреспонденчĕн çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен районти комисси ĕçне хутшăнма тиврĕ. Унта ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăх туса пыракан Николай Рубцов кăçалхи пĕрремĕш çур çулти лару-тăру çинчен пĕлтернине итлерĕмĕр. Ултă уйăхра район территорийĕнче 4 пысăк авари пулнине шута илнĕ, вĕсенче 6 çын вилнĕ, 2 çын аманнă. Ỹсĕр водительсен айăпĕпе 3 авари пулнă, 1 çын йывăр суранланнă. Автомашинăна пысăк хăвăртлăхпа илсе пынипе 1 çынна вилмеллех амантнă. Раççейри çул-йĕр çинче кашни кун мĕн чухлĕ авари пулать-ши? Кунсерен мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать-ши? Пурăнма та ĕлкĕреймен ачасем аслисен айăпĕпе куçне яланлăхах хупни пирки калама та чун ыратать. Район территорийĕнче пулнă пысăк аварисем, тен, вăхăт иртнĕçемĕн манăçĕç. Анчах тăванĕсен, çывăх çыннисен чĕринче ку нихăçан ỹт илейми суран хăварĕ... Июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ саккунсене çул çинчи йĕркене çирĕплетес тĕллевпе йышăннă. Яваплăха пысăклатни, тен, водительсене çула тухас умĕн шухăша ярĕ. Мĕн пытармалли: аварисенчен чылайăшĕ ỹсĕр водительсен айăпĕпе пулаççĕ. Çĕнĕ саккунсем водительсене алла черкке тытиччен виçĕ хут тĕплĕн шухăшласа пăхма хушаççĕ. Камăн йĕплĕ пралук леш енче ларас килтĕр? Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ỹсĕр водителе пула аварире 1 çын вилнĕ тĕк 2-7 çула тĕрмене хупаççĕ. 2 çынран ытларах пурнăçран уйрăлнă тăк - 4-9 çуллăха. Çĕнĕ саккун çуран çỹрекен çынсене те пырса тивет. Водитель каçхи сĕмлĕхре, кăнтăрлахипе танлаштарсан, çула япăхрах курать. Çул-йĕр правили çынсене каçхи йăлтăртатакан япаласем çакма хушать. Ку йĕркене пăснăшăн 500 тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. "Фликерсен" йышне тумтир çине çыпăçтармалли наклейка, сулă, брелок кĕреççĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх ачасене автобуспа илсе çỹрессине пырса тивет. Ачасене халĕ 10 çултан "аслăрах" автобуссемпе илсе çỹреме юрамасть. Унта тахографсем тата ГЛОНАСС пулмалла. Ларура район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеров ачасене çул çинче хăрушсăрлăхсăр илсе çỹрес тĕлĕшпе йышăннă мерăсем çинчен каласа пачĕ. Районти 5 шкулăн 8 автобус пур, вĕсем пурте юсавлă. Шкул автобусĕсене тахографсемпе тивĕçтерес ĕç вĕçленсе пырать. Шкулсенче тата ача садĕнче çул-йĕр правилисене вĕрентеççĕ, ГИБДД сотрудникĕсем ачасемпе калаçу ирттереççĕ. ОБЖ предметне вĕрентнĕ чухне те çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх теми - тĕп вырăнта. Шкул автобусĕсемпе ĕçлекен водительсемпе тата яваплă çынсемпе ятарлă инструктаж ирттереççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта икĕ авари çул-йĕр япăххипе пулнă. Пытармалли çук, район территорийĕнче шăтăклă-путăклă çулсем сахал мар. Çакна шута илсе ĕнтĕ кăçал вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене юсама 8800000 тенкĕ уйăрнă. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне 4329888 тенкĕлĕх ĕç тунă, 1961 тăваткал метр çула юсанă (ямочный ремонт). Шăмăршăри ДРСУ директорĕ Виталий Вашуркин пĕлтернĕ тăрăх, çул-йĕр паллисен юписене пурĕ 320 штук сăрласа çĕнетнĕ тата 4 çул-йĕр палли вырнаçтарнă. Чарăну павильонĕсене, кĕпер карлăкĕ-сене сăрланă, çул хĕрринчи курăка çулса тухнă тата ытти те. Ку лайăх-ха, анчах хăшпĕр çынсем çул тăвакансен ĕçне хакламанни, çул паллисене çĕмĕрни, çул хĕррине çỹп-çап тăкса варалани хытă пăшăрхантарать. Çын ĕçне хисеплеме, патшалăх пурлăхне упрама хăçан вĕренсе çитĕпĕр-ши? Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Никифоров - комисси ларăвĕн ĕçне ертсе пынăскер - çул-йĕр çинчи лару-тăрăва хакланă май çакна палăртрĕ: хальлĕхе хăрушсăрлăхшăн çителĕксĕр тăрăшатпăр, ГИБДД сотрудникĕсем водительсен дисциплинине çирĕплетес ыйтупа кирлĕ пек ĕçлемеççĕ. Çулсене юсас тĕлĕшпе те ĕç хăвăртлăхне ỹстермелле. Кăçал валли палăртнине çуррине çеç пурнăçлани ДРСУ ертỹçисене пĕрре те хисеп кỹмест. ...КОМИССИ ларăвĕнчен тухнă хыççăн, ĕçе васканă май, çул урлă каçма тиврĕ. Ятарлă паллă пур пулин те, икĕ "иномарка" манпа çумранах пысăк хăвăртлăхпа иртсе кайрĕç. Ăçтан каçса çỹремелле-ха Шăмăршăра çуран çыннăн, енчен те полици уйрăмĕн çывăхĕнче те пуçтах водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнмаççĕ пулсан? Кунта хăрушă инкек пулмĕ тесе кам шантарĕ? Часах, акă, ачасем шкула çỹреме пуçлĕç, ашшĕ-амăшĕ вĕсене лăпкă чунпа ăсатса ярса кĕтсе илме пултарĕ-ши?
Виçĕ тупăк, пĕри - пĕчĕкки...
Амăшĕ, ывăлĕ, ачи.
Куççульпе йĕпенчĕ пỹрт урайĕ,
Çак хуйха ăçтан чĕре чăтайĕ?
Ĕнер çеç хаваслăччĕ епле,
Ĕнер çеç саватчĕç хĕвеле.
Ирсĕр çын таптарĕ телее
Куçĕ суккăр пулнă-ши элле?
Виçĕ тупăк чечек ăшĕнче
Виçĕ çыншăн сỹнчĕ çут тĕнче.
Эх, çынсем...Ăс кĕрĕ-ши хăçан?
Мĕншĕн хăрамастпăр Турăран?
...Виçĕ тупăк анать шăтăка,
Виçĕ çын вĕçлерĕ пурнăçа.
Ив.АНАТКАС.