Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ - ял-йыш асĕнче

05 августа 2015 г.

Ячĕ - ял-йыш асĕнче

Патирекри шкул коллективĕ чăвашсен паллă писателĕпе Çтаппан Лашманпа 1957 çулта тĕлпулу йĕркеленĕччĕ. - Ачасем, мăнукăмсем! Тăван халăха, аçăр-аннĕр чĕлхине юратăр, сума сăвăр. Ваттисене хисеплĕр, çăкăртан аслă ан пулăр, - тенĕччĕ Степан Митрофанович. Яла килсен вăл тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе, уй-хирте тата фермăра ĕçлекенсемпе ăшă тĕлпулусем йĕркелерĕ, чăваш литературин аталанăвĕ пе тата хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Эпĕ тăван ялти шкулта вĕрентĕм. Ман учитель М.Д.Крыловччĕ. Вăл ун чух вунсаккăрта кăначчĕ-ха. Апла пулин те революци хĕмĕпе çунакан йĕкĕтчĕ. М.Д.Крылов маншăн чи хаклă çынччĕ. Яла килсен чăн малтан ун патне кĕнĕ эпĕ. Эпир унпа пĕртăвансем пек тĕл пулаттăмăр », - çырнă писатель хăйĕн «Патирек çутисем» кĕнекинче. Акă унăн биографийĕн хăшпĕр йĕркисем. Çтаппан Лашман (Авксентьев) 1895 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Патирекре çуралнă. Ялти шкул хыççăн Чĕмпĕрти Чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Паллах ĕнтĕ, чухăн хресчен ачине хулара пурăнма пĕрре те çăмăл пулман. Октябрьти революци хыççăн Çтаппан Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, çамрăк Совет республикине тăшмансенчен хỹтĕленĕ. Граждан вăрçи вĕçленсен нумай çул хушши республикăри Радио çуртĕнче тата хаçат-журналсен редакцийĕсенче ĕçленĕ, чăваш литературине аталантаракансенчен пĕри пулнă. Вăлах - Пуканесен театрне йĕркелесе яраканĕ те. Театр валли пьесăсем те хăех çырнă. 1920 çулта Степан Митрофанович «Канаш» хаçат редакцийĕнче, каярахпа РОСТ тата ТАСС корреспонденчĕнче ĕçленĕ. Ирсĕр элеке пула, Лашмана «халăх тăшманĕ» тесе айăпланă, нумай çула ирĕкрен хăтарнă. Апла пулин те писатель тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме пăрахман, таса ятне вараламан.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн С.М.Лашман «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче вăй хунă. «Кăвак хуппи», «Патирек çутисем», «Иван Космовский» тата ытти те - пурĕ 15 кĕнеке ытла пичетлесе кăларнă. Пирĕн шкулти тĕлпулу хыççăн вăхăт нумай та иртмерĕ, эпир пысăк посылка илтĕмĕр. Унта 60 кĕнекеччĕ. Кашни хуплашки çинех çапла çырнăччĕ: «Патирек шкулĕн ачисене Çтаппан Лашман писательрен. Асăнмалăх». Кусем, паллах, унăн килти библиотекинчи кĕнекесем пулнă ĕнтĕ. Писателĕн «Кăвак хуппи», «Патирек çутисем», «Иван Космовский » произведенийĕсене тата Н.Е.Евдокимовăн «Крепков» повеçне ял çыннисем алăран алла çỹретсех вуларĕç. Степан Митрофанович Космовскийпе Крепкова çывăх пĕлнĕ, юлташлă та пулнă. «Патирек çутисем» кĕнекинче Лашман тăван ял çыннисем çинчен ăшшăн çырса кăтартнă, илемлĕ сăмахсем тупнă. Степан Митрофанович 90 çул тултарсан эпир писатель патне саламлă çыру ятăмăр.«Эсир, хисеплĕ Степан Митрофанович, тăван шкулăрпа малашне те тачă çыхăну тытасса çирĕп шанса тăратпăр. Шкул библиотекинчи Эсир парнеленĕ кĕнекесене ачасем те, çитĕннисем те юратса вулаççĕ. Сирĕн менельникĕре халалласа эпир хамăр музейра ятарлă стенд та йĕркелесшĕн...» - тенĕччĕ çырура. Нумай та вăхăт иртмерĕ (ун чух çырусем хăвăрт çỹретчĕç), шкула хыпар çитрĕ те. Писатель педколлективпа вĕренекенсене ăшă саламшăн чĕререн тав тунă, ĕçре тата вĕренỹре ăнăçу, пурнăçра ырлăх-сывлăх суннă. Лашман ачасене ĕçе юратма, таса чун-чĕреллĕ пулма, çутçанталăка хисеплеме, спортпа туслашма пехилленĕ. Çак çырăва вăл йывăр чирлĕ чухне, вырăн çинче çырнине пĕлтĕмĕр кайран. Степан Митрофанович пурнăçран 1986 çулта уйрăлса кайрĕ. Йывăр хуйхă пулчĕ çакă тăван ял-йышăн, ăна çывăх пĕлнĕ çынсемшĕн. Писателе халăх манмасть. Вăл ачалăхне ирттернĕ урама Çтаппан Лашман ятне панă, писатель çуралса ỹснĕ çурт пахчинче хăй нумай çул каялла лартнă çỹллĕ чăрăш ешерет. Ялти музейра та Степан Митрофановича халалланă пуян стенд пур.

Ф.МАНСУРОВ.

(Асаилĕве 1995 çулхи август уйăхĕнче çырнă).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика