05 августа 2015 г.
Я выбрал сам себе дорогу к свету,
И, презирая сигарету,
Не стану ни за что курить,
Я – человек! Я должен жить!
Пирус туртнин сиенĕ çинчен пин-пин хут та çырнă, туртакансемпе уççăн калаçнă пулин те, çак сиенлĕ йăлана тымарĕпех кăклама пултараймастпăр-ха. Çапах та туртакан çынсене тепĕр хут асăрхаттарни ытлашши пулас çук:- ỹпке ракĕпе чирлĕ 100 çынран 90-шĕ çак хăрушă чире пирус туртнипе аталантарнă;- пирус туртакансем хушшинче пыр, трахея, вар-хырăм ракĕпе чирлекенсем нумай;- çамрăксен миокард инфаркчĕ пулнин сăлтавĕ сен 80 проценчĕ пирус туртнипе çыхăннă;- туртни ỹт-тире ватăлтарать, организма вăйсăрлатать, арçынсен ар пултарулăхне нумай чакарать. Пирус туртнипе аталанакан ытти чирсем те нумай. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра: «Йытă çимен япалана çăварна ан хып!» - теççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организацин кăтартăвĕсем тăрăх, туртакансем хушшинче пачах та туртманнисемпе танлаштарсан вăхăтсăр вилекенсем 50-80 процент нумайрах. Медиксем кашни сигарет çыннăн пурнăçне вăтамран 15 минут кĕскетнине çирĕплетеççĕ. Çапла вара пирус туртни - хулен-хуллен масар еннелле утнипе танлашать.Туртма ан вĕренĕр, çамрăксем, усал йăлана хăнăхнисем вара пăрахма тăрăшăр. Эсир вăй çитеретĕрех, тĕтĕм-сĕрĕмсĕр пурнăç илемлĕрех те, усăллăрах та.