05 августа 2015 г.
Шурлăха путакан çын мĕнле асапланнине пĕлетĕр-и эсир? Путма пикениччен те хăрушлăха асăрхамасть. Кайран пĕтĕм шухăшĕ çăлăнасси пирки кăна: алла лекнĕ йывăç турачĕнчен çакланма хăтланать вăл, ура тĕпне тымар лекессе шанса тапаçланать...Наркотик авăрне лекнисем вĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Вăл та шурлăх пекех туртать, унăн шелсĕр серепинчен сайра хутра кăна хăтăлаяççĕ. Çапла вăрттăн, систермесĕр вăл çумри чи çывăх çынсене, юлташсене çавăтса утать - шурлăхри пекех, умра мĕн кĕтнине кăтартмасăр-пĕлтермесĕр...Пурнăç чăнлăхĕ кăшт урăхларах: çав шурлăха илĕртсе те кĕреççĕ. Унăн ячĕ - наркопритон. Халиччен курманнисемшĕн çакăнти ỹкерчĕк тискер: тĕсне çухатнă утиял-çи витти çинче килпетсĕр çи-пуçлă е вуçех унсăр, нĕрсĕрленсе этем ретĕнчен тухнăскерсем урăлаймасăр йăваланаççĕ. Юнашар - юнланнă шприцсем. Вĕсен йĕпписемпе кранри шывпа чỹхенĕ хыççăн тепĕр хут усă кураççĕ. Плита çинчи алтăрта кантăк тасатмалли шĕвек, ацетон е йăлари химин урăх хутăшĕ, мăкăнь хывăхне, тата тем тĕрлĕ ăпăр-тапăра хушнăскер вĕрет. Сывлама çук хаяр шăршă сăмсана çурать. Ỹте витерсе хăрушă çак наркăмăша юнпа хутăштараççĕ. Текех пурнăçĕнче хăй мар, хуçа çак шĕвек çеç. Тăна кĕме ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрмен алă каллех черетлĕ доза патне тăсăлать. Вăл пĕтсен вара... Чирлĕ çыншăн кăна мар, унăн çывăх çыннисемшĕн те, кỹрши-аршишĕн те тамăкри евĕр хура кунсем пуçланаççĕ.Федерацин наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕ пĕлтĕр аркатнă «шурă вилĕм» йăвисем тăватă теçеткене çитнĕ. Вăрттăннисем тата мĕн чухлĕ-ши? Вĕсенчен пĕрне сирĕн ывăлăр-хĕрĕре те çавăтса кайма пултарас шухăш, паллах, пуçра шăнăçаймĕ. Тен çавăнпах кивçен укçа ыйтакан урăм-сурăм кỹршĕрен аяккарах пăрăнса иртетĕр: «Çỹретĕр хăйĕн çулĕпе!» Хваттерĕн алăкĕ умĕнчен вара сăмсана кĕпе çаннипе хупламасăр утаймăн - ацетон шăрши подъездах сарăлать. Пур пĕрех-и? Йĕрке хуралĕн сводкине лекекен инкексен 72 проценчĕ ỹсĕр çын айăпĕпе пулса иртет.Вĕсен1\6пайĕ - наркотик витĕмĕ хыççăнхисем - уйрăмах тискеррисен шутне кĕреççĕ. Çак наркмăш пирки сăмах пынă чух чирлĕскершĕн тепĕр çын шăна вырăнĕнче анчах. Кỹрше укçа памарăр тăк вăл сирĕн тĕпренчĕке «йĕп çине лартĕ» - наркомансен саккунĕ çапла. Шупашкарта пурăнакан 35-ри Светлана та акă черетлĕ порцие ăçтан тупасси пирки вăрах пуç ватман. Пĕчĕк ывăлĕ пуррине пăхмасăрах хăйĕнпе пĕр шухăшлă хăнасене хваттерĕнче пухма пуçланă. Мускав район сучĕн йышăнăвĕпе хĕрарăма çулталăк çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварса айăплĕç-ха, анчах хăйĕн хыççăн шурлăха туртма ĕлкĕрнисене унчченхи пурнăçа тавăрайĕ-и çакă? Наркотĕрĕслевçĕсем юлашки вăхăтра салатнă йăвасен хуçисем - амăшĕсем. Хăрушă çак чăнлăх çỹç-пуçа вирелле çĕклет. Улатăрта акă 55-ри хĕрарăм çамрăк арçынсене килне наркотикпе илĕртнĕ. Хăй те тиркемен. Притон йĕркеленĕшĕн район сучĕн йышăнăвĕпе вăл 5 çул та 4 уйăхлăха ирĕклĕх пирки манĕ. Апла пулин те йĕплĕ картаран тухнă хыççăн унăн пурнăçĕнче нимĕн те улшăнмасса никам та шантараймасть. Притон йĕркелекенсем пурте судпа айăпланнă, урăх çын шăпи кăна мар, хăйсен чыс-сумĕ те вĕсемшĕн пур пĕрех.Тивĕçлĕ органсем май килнине пĕтĕмпех тăвĕç-ха, çапах ыранхи кун хуралĕнче хамăрăнах тăмалла пек туйăнать. Наркомансен хушшинче пурăнма хăрушă, саккун та ку муртан вăйпа сипленме ирĕк памасть. Аптăранисем çавăнпах ФСКН управленине 23-01-00 номерлĕ шанăç телефонĕпе шăнкăравлаççĕ. «Шурă вилĕм» шурлăхне сĕтĕрекен штаб-хваттерсем патне оперативниксене чылай чухне вĕсем çул кăтартса яраççĕ. Наркомансен йăвисене салатма витĕмлĕрех меслет вĕсемшĕн хальлĕхе урăх çук - ачисемпе мăнукĕсен пуласлăхĕшĕн пăшăрханакансем пулăшсан кăна.
А.МОЛОСТВОВ,
врач-невролог.