08 августа 2015 г.
2011 çулхи январьте райцентрта ачасемпе çамрăксен «Туслăх» спорт шкулĕн икĕ хутлă çурчĕ хута кайрĕ. Çак тапхăрта спортпа физкультура учрежденийĕ ачасемпе çитĕннисен сывлăхне çирĕплетекен чăн-чăн комплекс пулса тăчĕ. Мĕнлерех спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ-ха унта? Ачасем тата çитĕннисем валли спорт площадкисемпе инвентарĕсем çителĕклĕ-и муниципаллă учрежденире? Çак тата ытти ыйтусем тавра пынă та ĕнтĕ Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕпе, район Пухăвĕн депутачĕпе С.Галкинпа пирĕн корреспондент хушшинчи калаçу.
- Сергей Авенирович, малтанах ача-пăча секцийĕсем пирки калаçар пулĕ.
- Пирĕн учрежденире ирĕклĕ кĕрешỹ (тренер-преподавателĕ А.Ичанкин), бассейнри ишев (Э.Концова), футбол (М.Яковлев) секцийĕсем, фитнес кружокĕ (инструкторĕ В.Кузьмина) ĕçлеççĕ. Кунсăр пуçне пирĕн учрежденин Шăмăршă шкулĕнчи уйрăмĕнче С.Хафизов - футбол, Карапай Шăмăршă шкулĕнчи уйрăмĕнче И.Сабаев - çăмăл атлетика, Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи уйрăмĕнче Е.Укин ирĕклĕ кĕрешỹ секцийĕсене ертсе пыраççĕ.Кунта çакна та палăртмалла: ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕсем пурте педагогика институчĕн физкультура уйрăмне пĕтернĕ. Вĕсен секцийĕсенче ачасен ỹсĕмне шута илсе тĕрлĕ ушкăнсем йĕркеленĕ. Преподавательсем кашни ачан ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчи аталанăвне тата характерне шута илсе ĕçлеççĕ. Секцисенче спорт ăсталăхне туптакан ачасем районти тата республикăри ăмăртусене хастар хутшăннине, вĕсенче лайăх результатсем кăтартнине те палăртас килет. - Учрежденире çитĕннисем те хăйсен сывлăхне çирĕплетнине курма пулать... - Çамрăксем, вăтам çулти çынсем тата пенсионерсем пысăк бассейнра ишсе киленме, тренажер залĕнче хальхи спорт инвентарĕсемпе тĕрлĕ упражненисем тума, сĕтел çинчи тата пысăк теннис вăййисенче вăй виçме, территори площадкинче волейболла, футболла, баскетболла выляма, чупу çулĕпе ăмăртса чупма, хĕлле каток çинче конькипе ярăнма е хоккей вăййинче тупăшма пултараççĕ. Площадкăсенче çамрăксем е вăтам çулти çынсем икĕ командăна пайланса вăл е ку вăйăра ăмăртнине курма пулать. Асăннă площадкăсенче ачасен командисем те час-часах ăмăртса выляççĕ. Ачасене, çамрăксене, вăтам çулти çынсене пенсионерсене спортпа физкультурăна ытларах та ытларах явăçтарасси, вĕсен сывлăхне çирĕплетме пулăшасси, район çыннисене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма вĕрентесси, ачасемпе çамрăксен спорт ăсталăхне ỹстерсе пырасси, вĕсене пысăк ăмăртусенче вăй виçме хатĕрлесси - пирĕн коллективăн тĕп тĕллевĕ. Сăмахăма вĕçленĕ май, районти физкультура преподавателĕсемпе тренерсене, спорт ветеранĕсене, спортсменсене, спортпа туслă пурăнакан çынсене пысăк уяв - Физкультурник кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, ĕçре, спортра ăнăçу сунатăп.
И.МЕДВЕДЕВ калаçнă