Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла - илем, çынсене - савăнăç

08 августа 2015 г.

Яла - илем, çынсене - савăнăç

Çурт лартакан çынна ман халăх

«Чăн-чăн арçын!»  тесе каланă.

Илемлĕ çурт - чун савăнмалăх,

Вĕри тарпа ялан хăпарнă...

ÇАК йĕркесем пуçăмра шухăшламан-туман çĕртен çуралчĕç. Хам ĕмĕрте çурт лартса курнăранах пулĕ, çак ĕç мĕн тери йывăррине, канăçсăррине, тепĕр чух кивçене те кĕме тивнине лайăх ăнланатăп. Районти ялсенче çулленех çĕнĕ çуртсем (пĕри тепринчен чаплăрах вĕт!) çĕкленнине куратăп та, чун-чĕре савăнăçпа тулать. Ĕçчен çынсене алă тытсах мухтас килет. Тенкĕ çумне тенкĕ хушса, выльăх-чĕрлĕх усраса, Мускава е ытти çĕре ĕçлеме çỹресе пуçтарнă укçана чăн-чăн арçын эрех ĕçсе пĕтермест, çурт лартса, хуралтăсене çĕнетсе пурнăçа илемлетет. Строительство ĕçĕсем хамăрăн район центрĕнче уйрăмах курăнарах параççĕ. Кăçал кăна, акă, ваттисем валли вăхăтлăх пурăнмалли çурт (42 миллион тенкĕ ытлалăх), Ленин урамĕнче 24 хваттерлĕ (15,8 миллион тенкĕлĕх), Космовский урамĕнче 32 хваттерлĕ (17,2 миллион тенкĕлĕх) çуртсем çĕкленчĕç. Виççĕшĕ те - Шăмăрша илем кỹрекен, хулари пек чаплă çуртсем. «Кивелсе çитнĕ çурт-йĕр» программăпа килĕшỹллĕн, çак хваттерсене унччен авари пулма пултаракан çуртсенче пурăннисем илĕç. Телей мар-и-ха ку? Хваттер - ăшă та çутă, шыв та, туалетпа ванна та пур. Çакăн пек лайăх условисенче пурăнакан çамрăк çемьсенче ача-пăча та ытларах çураласса шанас килет.Районта строительство ĕçĕсене «Строитель» ООО тата «Сувар» ООО пурнăçлаççĕ. «Строитель » ООО нумай хваттерлĕ çуртсем çĕклет пулсан, «Суварсем» çурт çивиттисене çĕнетеççĕ тата юсав ĕçĕсенче тăрăшаççĕ. Уяв ячĕпе саламлатпăр сире, хисеплĕ строительсем! Сирĕн ылтăн аллăрсене - мухтав!Паллах, çурт умĕнчи пĕчĕк пахчара килес çул тĕрлĕ тĕслĕ чечексем чуна савăнтарасса та кĕтетпĕр. Илемлĕ çуртра илемлĕ пурăнмалла! Çапла мар-и-ха, тăванăмăрсем!

Ив.САЛАНДАЕВ.

ỸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: Шăмăршăри Космовский урамĕнчи 32 хваттерлĕ çĕнĕ çурт;акă вĕсем, çак объекта тума пуçланăранпах чунтан тăрăшса ĕçлекен чăн-чăн арçынсем;штукатурсен те – хĕрỹ ĕç.Сăнỹкерчĕксем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика