08 августа 2015 г.
Август уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкара тата Çĕнĕ Шупашкара Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайнине район çыннисем мĕнле хаклаççĕ-ха? Çак ыйтăва эпир темиçе çынна патăмăр.
М.ВАНЮШИН,педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Асанкасси ялĕ:
- Патриарх Чăваш Ене килсе кайни - ĕненекенсемшĕн кăна мар, республика ертỹçисемшĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕн çак сăмахĕсем уйрăмах чуна пырса тиврĕç: «...Нумай нациллĕ халăх тĕрлĕ культурăна, тĕрлĕ чĕлхене, тĕрлĕ йăла-йĕр-кене хисеплесен çеç сыхланса юлма пултарать. Чăваш Енри тăнăçлăхпа лăпкăлăхшăн - Турра тав».
Г.ЕЛЬЦОВ,Кивĕ Шăмăршă ялĕ:
- Святейший Кирилл Патриарх кĕлтуни, ĕненекенсемпе ĕненменнисене Юратупа Телей пиллени пире малашне тата та туслăрах пурăнма, тăрăшарах ĕçлеме, ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тума пулăшĕ.
З.ПАДЮКОВА,ĕç ветеранĕ, Карапай Шăмăршă ялĕ:
- Кирилл Патриарх Чăваш Республикине килсе кайни - черетлĕ, ахаль çулçỹрев кăна мар. Ку вăл Мускав Патриархачĕн ертỹлĕхĕ Чăваш Ене, унăн ĕç-хĕлне, хастарлăхне, тăнăçлăхне пысăках хурса хаклани те. Ку вăл республика ертỹçисене чунтан сума сунине уçăмлăн палăртни те. Патриарх Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Васильевич Игнатьева тав туса çапла каларĕ: «Эсир Чиркỹ пурнăçне пысăк тимлĕх уйăратăр. Чи пĕлтерĕшли- тăван халăх ырлăхĕшĕн пĕтĕм чун-чĕререн ĕçлетĕр...» Çак сăмахсем - чăн тĕрĕсси.