Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл Мучие кĕтсе илме çуллах хатĕрленмелле

08 августа 2015 г.

Урамра - панулми шăршиллĕ август. Кунсем-каçсем ăшă тăнă чухне сивĕ хĕл те çитесси çинчен питех шутламастпăр. Ваттисем çунана çуллах хатĕрлеме хушнине те манатпăр. Çак асăрхаттару чăн малтан пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕ сене пырса тивет. Хĕле хатĕрленсе мĕн тăваççĕ-ха вĕсем, нумай хваттерлĕ çуртсенче ăшă пултăр, водопровод сетьĕ çĕмĕрĕлсе ан тарăхтартăр тесе ăшă кунсенче чупкалаççĕ-и? - Пăшăрханма кирлĕ мар, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство тата ЖКХ пайĕн пуçлăхĕ Владимир Никифоров. - Район администрацийĕ кăçалхи июнĕн 2-мĕшĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе социаллă сфера объекчĕсене 2015-2016 çулсенчи хĕллехи тапхăр валли пур енчен те хатĕрлесе çитересси çинчен постановлени йышăнчĕ. Ятарлă комисси йĕркелерĕмĕр. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсем юсав ĕçĕсене графика пăхăнса туса пыраççĕ. Акă, «Коммунальник» ООО кивелсе çитнĕ ăшă паракан сетьсене 100 метр(100%),кивĕ водопровод сетьĕсене 100 метр(100%)улăштарнă. Нумай хваттерлĕ 8 çуртра ăшă паракан системăна гидро-пневматика меслечĕпе çуса тасатнă. Çуртсен отмосткисене (5 тăваткал метр), 3 тĕтĕм çулне (дымоход), 790 тăваткал метр чухлĕ çурт çивиттисене юсанă. Нумай хваттерлĕ кашни çурт валли хатĕрлĕх паспорчĕсем йĕркеленĕ.«Коммунальник» ОАО ертỹçисем парăмçăсем нумай пулнишĕн пăшăрханаççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн 24,6 пин тенкĕ, электроэнергипе усă курнăшăн 186,8 пин тенкĕ парăм пуçтарăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Никифоров перекетлĕх пирки уйрăмах палăртса каларĕ. Нумай хваттерлĕ кашни çуртах энергоресурссене тата шыва шута илмелли приборсемпе туллин тивĕçтернĕ. Çакăн пек приборсене бюджет учрежденийĕсенче те вырнаçтарнă. Вĕрентỹ учрежденийĕсем те хĕле хатĕр теме пулать: хурансене (котелсене) тĕпрен юсанă, 1 çĕнĕ хуран вырнаçтарнă. Çывăх кунсенче тата 2 çĕнĕ хуран лартаççĕ.

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика