08 августа 2015 г.
Августăн 19-мĕшĕнче - Ульяновск облаçĕн Чăваш Республикинчи Кунĕнче - Шăмăрша тĕрлĕ çĕртен илемлĕ пултарулăх коллективĕсем килсе çитĕç. Паллах, хамăр районти «шăпчăксем» те юрă-такмакпа савăнтарĕç. Чăн малтан хăнасене Чăваш Республики Тутарстанпа чикĕлекен вырăнта юрă-ташăпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илĕç. Çак кун Шăмăршăра нумай мероприяти иртмелле. Вĕсенчен пĕри - Культура Керменĕнче иртекен «Чувашско-Симбирское поликультурное пространство: итоги и песрпективы» «çавра сĕтел». Фольклор ушкăнĕсем хисеплĕ хăнасене урамра юрă-такмакпа саламлĕç. Чи илемли, пурне те илĕртекеннни - Шăмăршăри ипподромра иртекен Туслăх уявĕ. Кунта Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕнчи муниципал районĕсемпе хула округĕсем хăна çурчĕсем вырнаçтарĕç. Пур çĕрте те юрă-такмак янăрĕ, кашни ял тăрăхĕ хăйĕн ăсталăхне кăтартса парĕ. Илемлĕ пултарулăх коллективĕсемпе паллă артистсем уява килнисене савăнăç парнелĕç. Ипподромра урхамахсен ăмăртăвĕ иртĕ, кĕрешекенсем вăй виçĕç, Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн командисем волейболла выляса тупăшĕç. Суту-илỹ ярмăркки çĕр-çĕр тĕрлĕ тавар сĕнĕ. Тăванăмăрсем, хисеплĕ район çыннисем! Августăн 19-мĕшĕнче ырă кăмăл-туйăмпа Туслăх уявне килĕр, кỹршĕрсене те калăр. Панулми сăпасĕнче уявра пурте пĕрле савăнар, çĕнĕ туссем тупар, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнар!
И.АНАТКАС.